АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çамрăк художниксем ăсталăха туптаççĕ

15:01 30 сентября 2017 г.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпах Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн Сăкăтри филиалĕнче пултаруллă ачасене аталанма майсем туса парас, вĕсен ăсталăхне уçса палăртас тĕллевпе çамрăк художниксен урокĕсем иртеççĕ. Уроксене Горбунов Владимир Анатольевич вĕрентекен ертсе пырать.

Ку филиал Сăкăт шкулĕнче чылай çул ĕçлет. Нумай ача кунта хăйĕн ăсталăхне туптанă, ÿнер вăрттăнлăхĕн тупсăмне шыранă. Çак пултарулăх çулĕпех малалла кайнисем те пур. Паян та кунта алла сăрă-каранташ тытнисем çирĕм тăваттăн. Вĕсенчен кашниех тĕрлĕ тĕссен асамлăхне хăй куçĕпе те чунĕпе, аллипе туйса шурă хут çине куçарма вĕренет. Çамрăк ÿнерçĕсем хушшинче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова аслисен шутĕнче. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăнса час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ, çĕнтерÿçĕ пулса те таврăнаççĕ.

Акă, Патăрьел районĕ 90 çул тултарнине халалланă "Асамат кĕперĕ" ачасен уявĕнче пирĕн художниксем — Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкăра пулса хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç, Тав хучĕ илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика