АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Яковлевич Яковлевăн халалĕсене пурнăçласа

00:00 16 апреля 2008 г.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван çырулăхăн, чăваш чĕлхин мухтавлă патриархĕ - И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа районта сăвă çыракансен, ăна вулама юратакансен "Мехел" клубăн черетлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Хальхинче вăл Тури Туçари тĕслĕх библиотекинче пулчĕ.

Тĕл пулăва "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе" темăпа клуб ертỹçи Валентина Константиновна Алексеева уçрĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче вăл, "Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ - чĕлхе" пулни çинчен çирĕплетсе пачĕ. Поэзине юратнă май, И.Я.Яковлева халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. Туçа вĕрентỹ центрĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Петровна Яковлева "Чăваш халăх просветителĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ" çинчен электронлă презентаци ирттерчĕ.

Хамăр ентеш, сăвăç, журналист Марина Федоровна Карягина, пухăннă çынсене хăйĕн шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене пĕлтерсе малашне те тăван чĕлхене хисеплеме хавхалантарчĕ. Юлашки вăхăтра çырнă сăввисемпе итлекенсене тыткăнларĕ. Çак шкултах ĕçлекен Мария Зиновьевна Табакова хăйĕн вĕренекенĕсемпе И.Я.Яковлевăн Халалне илемлетсе сцена çинче выляса пачĕ.

Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен Союзĕн членĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, сăвăç Александр Иванович Мефодьев мехелçĕсене чăваш çырулăхĕнчи И.Я.Яковлев букварĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Хăйĕн "Хăнара эп тăван районта" сăввине вуласа пачĕ.

 Республикăри таврапĕлỹçĕсен председателĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Виталий Петрович Никитин (Станьял) республикăри краеведсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентесси пирĕн, аслисен тĕп тĕллев пулни çинчен чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта краеведени ĕçĕ аван пынине палăртса ăнăçу сунчĕ.

Туçа ял библиотекин ертỹçи, Алевтина Юрьевна Кузнецова хăй хатĕрлесе кăларса тăракан Туçа ял тăрăхĕн "Туçа ен" хаçачĕпе тата "И.Я.Яковлев - просветитель, педагог, писатель" слайд-фильмпа паллаштарчĕ.

Районти тĕп библиотекăн директор çумĕ Нина Васильевна Мазякова И.Я.Яковлевăн халалĕсене пурнăçласа районта туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ, мехелçĕсене малашнехи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Библиотекăсенче шкул ачисем, студентсем валли электронлă рефератсем чăвашла çукки халлехе питĕ пысăк чăрмав кỹни, чăваш поэт писателĕсем çинчен материалсем çитменн çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

Тĕл пулу çавра сĕтел хушшинче, чăваш патриархне халалласа çырнă сăвăсене авторсем хăйсем вуланипе вĕçленчĕ. Çак мероприятине чăваш телевидени хутщăнни те илем кỹчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика