АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламалла

28 июля 2017 г.

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çул-йĕр организацийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче федераци шайĕнчи çулсем 18,6 км, республикăри 89,7 км, вырăнтисем 127 км шутланаççĕ. Вĕсене пăхса тăрассипе виçĕ организаци тимлет: малтанхи ушкăнрисене "Воддорстрой" пĕрлешỹ, вырăнтисене И. Рубцовăпа Л. Манзуркина уйрăм предпринимательсем.

Кăçал Чăваш Ишек, Пăлапуç Нурăс, Пăлапуç Пашьел, Тутар Сăкăт, Кзыл Камыш, Кивĕ Катек, Вăтаел, Анат Чакă, Тури Тăрмăш ялĕсенче пурĕ 9 çухрăм ытла çул хута каймалла.

Кзыл Чишмара, Алманчăра, Хирти Пикшикре, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Кивĕ Катекре юсав ĕçĕсем ирттерме, Патăрьелĕнче Ленин урамĕнче 555 метр тротуара путăк-шăтăкран саплама палăртнă. Çавăн пекех "Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчурел" автоçулăн район центрĕнчи 2,3 километрĕ тĕпрен çĕнелмелле.

Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене пурнăçлама 200 миллион тенкĕ ытла тăкакламалла. Çавна май Рудольф Васильевич кашни пуса туллин, пĕлсе ĕçе кĕртмеллине çивĕчлетнĕ. Графикпа килĕшỹллĕн вăхăтра пурнăçланисĕр пуçне çул пахалăхĕ çỹллĕ шая тивĕçтермеллине, ку ыйтупа çирĕп ыйтассине асăннă.

Утă уйăхĕнче Патăрьел хушшинчи çула "ПМК "Партнер Холдинг" пĕрлешỹ тĕпрен çĕнетес енĕпе ĕçсем пикенчĕ. Юпа уйăхĕнче вĕсен объекта хута ямалла.

Ял хушшинчи çулсене сарас енĕпе "Батыревский ДПМК", "Батыревский МТС", "Ремисс", "Стройкомфорт" пĕрлешỹсем подрядчиксем шутланаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çуллахи вăхăтра çул-йĕре пăхса тăракансен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине, яваплăха ỹстермеллине палăртнă. Çавăн пекех кашни ĕçченĕн, пуçлăхран пуçласах хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек туса пымаллине самантлăха та манмалла маррине пусарсах каланă.

Р. Селиванов çул-йĕр сарас тата пăхса тăрас ыйтăва хăйĕн çумне, администрацин строительствăпа обществăлла инфрастуктура аталанăвĕн пай пуçлăхне Н. Краснова çирĕп тĕрĕслевре тытса тăма хушнă.

(Хамăр корр)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика