АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаçпа халăх пĕрлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ

28 июля 2017 г.

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ, районти информаци ушкăнĕн ертỹçи Владимир Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев пулчĕç.

Тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе "Агрофирма "Исток" тулли мар яваплă пĕрлешỹри Тăрăн ялĕнче 200 ĕне вырнаçакан фермăн иккĕмĕш корпусне (малтанхи корпусне иртнĕ çул хута янă) хăпартасси мĕнле пынипе паллашрĕç. Паян строительство площадкинче хĕрỹ ĕç пырать. Пулас витен кăшкарне строительсем туса пĕтернĕ, халĕ ытти монтаж ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Яваплă объекта "Новые Агро Технологии-Поволжья" тулли мар яваплă пĕрлешỹ (директорĕ В. Григорьев) хăпартать. Çĕнĕ витене кăçалхи иккĕмĕш кварталта тума пикеннĕ, 2018 çул пуçламăшĕнче асăннă хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх комплексĕ проектпа пăхнă пекех тулли хăватпа ĕçлесе кайĕ. Çакă вара ĕнесен шутне ỹстернипе çеç мар, çынсене ĕçпе тивĕçтернипе те пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май каласан, кунта выльăх-чĕрлĕх пăхакан ĕçченсем ĕç условийĕпе те, тỹлевĕпе те питĕ кăмăллă. "Исток" агрофирмăн генеральнăй директорĕн çумĕ Иван Соловьев хăнасене хăйсен пурнăçĕпе, малашлăх планĕпе кăмăлтан паллаштарнинчен те çакă лайăх сисĕнчĕ. Хальхи вăхăтра кунта 700е яхăн мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Вăл шутра сăвăнаканни çеç 337 ĕне. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аш-какай, сĕт туса илессипе те "Истоксем" плана 125 тата 121 процент (йĕркипе шутласа) тултарнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кашни ĕнерен вăтамран 2951 килограмм сĕт суса илнĕ. Урăхла каласан, çулталăк итогĕпе вĕсем пилĕк пинрен те ытларах продукци туса илесси куç кĕрет. "Ку тĕлĕшпе ĕмĕтсем пысăк: сăвăма 6000 килограма çитересшĕн", _ терĕ Иван Кириллович малашлăх планĕсемпе паллаштарнă май.

Хуçалăх ертỹçин çумĕн калаçăвĕнчен чăнласах та вырăнти влаçпа халăх хушшинче çирĕп çыхăну пулни сисĕнчĕ. Пĕрлехи вăйра вара çитĕнỹ те куçкĕретех.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика