АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкаксăр пухса кĕртесчĕ

28 июля 2017 г.

Куллен çумăр лỹшкени ял хуçалăх ĕçĕнче чăрмав кỹре пуçларĕ. Утă уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче те акă юхтарса çăваканннисем те пулчĕç. Кăнтăрла ăшă, çĕрле вара сулхăн тăрать. Çак тапхăрта икĕ-виçĕ вунăкунлăх норми чухлĕ те нỹр ỹкнĕ. Çавна май малашлăха уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов республикăри гидрометеорологи центрĕн начальникĕпе С. Максимовпа курнăçнă.

"Çĕрте нỹр ытлашши пулни курăнатех ĕнтĕ. Канаш районĕнче вăл нормăран икĕ хут, Пăрачкавра 4-5 хут та ỹссе кайрĕ. Çакă ỹсен-тăрансене вегетаци тапхăрĕнче сиен кỹретех. Кĕтнĕ тухăçа илес енĕпе чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре йывăрлăх кăларса тăратать. Тыр-пул çĕрес хăрушлăх пур", _ тенĕ калаçура С. Максимов.

С. Артамонов çакнашкал лару-тăру республикăри кашни районтах пулнине палăртнă. "Кăçал тыр-пула пухса кĕртме, ытти çулхисемпе танлаштарсан, виçĕ эрне каярах тухма тỹр килет", _ тенĕ вăл. Çавăнпа та мĕн пур вăй-хăвата мĕн çитĕнтернине тăкаксăр пухса кĕртес ĕçе ямалла, выльăх апачĕ хатĕр- ленĕ чухне те уяр самантăн кашни минучĕпе туллин усă курмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика