АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе вăй хурсан _ ĕç ăнать

28 июля 2017 г.

Ытларикун Патăрьел районĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулăн социаллă пурнăçĕ- пе экономика аталанăвне тишкерчĕç. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кăçалхи кăтартусене пĕлтĕрхипе танлаштарса пĕтĕмлетỹ турĕ.

Сăмахне Рудольф Васильевич пĕрлештернĕ бюджет еплерех пурнăçланни пирки пуçларĕ: тĕрлĕ çăлкуçран 308,9 млн тенкĕ пуçтарăннă пулсан, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика ыйтăвне татса пама 307,2 млн тенкĕ тăкакланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ял хуçалăх районĕ шутланать. Пĕтĕмĕшле 33 пин ытла гектар акса-лартса хă- варнă. Вăл шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 14,5 пин гектар (палăртнинчен пин гектар ытларах), 1400 гектар çĕр улми, 1275 гектар хĕвелçаврăнăш, 585 гектар сахăр кăшманĕ, 405 гектар сухан-вăрлăх, 75 гектар пахча-çимĕç, 700 гектар кукуруза, 2 пин гектар ытла пĕр çул ỹсекен курăксем йышăнаççĕ. Çавăн пекех сухаламан çĕрсене çаврăнăша кĕртсе акăнакан лаптăксене ỹстерсе пыни те савăнтарать. Ял хуçалăхĕ те пур производство пекех укçа-тенкĕ хывмасăр аталанаймасть. Пирĕн телее, инвестор пулма Пăва районĕнчи "Авангард" пĕрлешỹ килĕшнĕ (пĕрлешỹ пирки тĕплĕнрех хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ). Вăл пулăшнипе малашне çулталăкне 500 тонна сысна ашĕ унчченхинчен ытларах туса илĕпĕр. Çавăн пекех 525 гектар усă курман çĕре те çаврăнăша кĕртнĕ пĕрлешỹ.

Ĕнесен йышĕ 6:, сыснасен 3:, сурăхсемпе качакасен 17: таран ỹснĕ. Çавна май продукци илесси те лайăхланнă, сĕт сăвасси пĕлтĕрхи шайран 8:Ĕ аш-какай 3: нумайрах. Патшалăх енчен АПК-на аталантарма тĕрлĕ бюджетран 115 миллион тенке яхăн кĕнĕ, пĕлтĕрхинчен 20 процент ытларах. Çав вăхăтрах çĕр çыннин вăтам ĕç укçи республика шайĕнчен пĕчĕкреххи пăшăрхантарать, ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине кăтартать.

Тепĕр татса памалли ыйту вăл _ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассин планне 35 процент çеç пурнăçлани. Çул вĕçĕччен кăтартăва лайăхлатмаллах. Кун пирки хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов та асăнса хăварчĕ.

Çул-йĕр ыйтăвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар вăй хунă, хураççĕ те, палăртнисем те чылай.

Социаллă пулăшупа ра- йонта 12 пин çын усă курать. Çавăн пекех 4 пин ытла ĕç ветеранĕ пурăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн указĕ-пе килĕшỹллĕн тепĕр 2079 гражданин ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Кивĕ Ахпỹртре Республика кунĕ умĕн районти 7-мĕш модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пикеннĕ. Çывăх вăхăтра Именкассинче те хута каймалла. Районта сывлăха çирĕплетес тĕллевпе спорт комплексĕсемпе залсем çителĕклĕ. "Олимп" стадионта вара хĕллехи вăхăтра каçпа та йĕлтĕрпе ярăнма майсем туса панă, çутăпа тивĕçтернĕ.

XI класс пĕтерекенсем Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытнă пулсан, IX классен пĕлу шайĕ çителĕксĕртереххи курăннă.

Пĕчĕк тата вăтам бизнесран налук район бюджетне 11 миллион тенкĕ кĕнĕ. Предпринимательсен 16 субъектне патшалăх енчен пулăшупа тивĕçтернĕ.

Хăйĕн докладĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ тĕпрен илсен пур сферăри çивĕч ыйтусене хускатрĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.

Çакăнта вара айккинчен пăхса тăракансем кирлĕ мар, кашни хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласан, килĕштерсе пĕрле тăрăшсан çеç ỹсĕмсем кĕттермĕç, кĕр мăнтăрĕпе вара районăн 90 çулхи юбилейне юсаса çĕнелнĕ Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче паллă тăвăпăр, _ тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Рудольф Васильевич.

Пĕтĕмлетĕве сỹтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Петр Перепелкин, Роберт Хамдеев хутшăнчĕç, ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç.

Çавăн пекех пуçтарăннисем çĕр, çул-йĕр, шыв тата ытти тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланса тулли хуравсем илчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен Патăрьелсен кăтартăвĕсем начар мар, çапах та ку ĕçри хастарлăха чакармаллине пĕлтермест. Мĕнпур йывăрлăхсене пĕрле тăрăшса çĕнтерсе пымаллах. Шăпах çакăн пек тĕп шухăш патне çитрĕç пĕтĕмлетĕве хутшăнакансем.

А. КОЗЛОВ

Хаклав

Л. Юркина, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ:

"Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа пĕрле сỹтсе явни пирĕншĕн те, ял тăрăх пуçлăхĕсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вырăнти муниципалитет пĕрлĕхĕсем района аталантарас, ялсенче ырă улшăнусем тăвас тесе тỹрремĕнех тăрăшаççĕ.

Хамăр енчен илсен çакна палăртса хăварас килет. Çулсеренех граждансен пурнăç условине лайăхлатас, урамсемпе тăкăрлăксене хăтлăлатас тесе тимлетпĕр. Çитес çул Ишлĕре культура çурчĕ çĕкленесси питех те кăмăллă. Кун пирки Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ те пур. Унсăр пуçне Экологи çулталăкĕнче Люляра пысăк плотина тăвас ыйту та пайăрланĕ. Çак тĕллевпе кирлĕ хутсене Мускава янă. Хуравне çеç кĕтетпĕр".

П. Ялуков, акционерсен хупă "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ертỹçи:

"Кирек мĕнле ăнăçу та ертỹçĕпе специалистсем, халăх хушшинчи пĕрлĕхрен, килĕштерсе ĕçленинчен килет. Ку тĕлĕшпе пирĕн хуçалăхра çĕр проценчĕпех ăнланулăх пур тесе хакласшăн. Кадрсем пурте хăйсен вырăнĕнче, кашнийĕ хăйĕн яваплăхне туйса ĕçлет. Ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹ çăлкуçĕ шăпах çакăнта тесе шутлатăп. Республика Правительстви, район администрацийĕ ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕрен инвестицисене явăçтарни те паян питĕ пĕлтерĕшлĕ".

Н. Еремеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

"Чылай созыв район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă, çав вăхăтрах шкулта ачасене воспитани парас ыйтупа тимленĕ май, районта вĕрентỹ отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Тĕп докладра район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов кăçал вĕрентỹри тăватă объектра 36 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланине каларĕ. Программăра пирĕн Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти спорт залĕ те пур. Малашне пирĕн ялти ачасем те хăтлă спортзалта тренировкăсем тума пултарĕç".

В. Рубцов, районти çул-йĕре пăхса тăракан организацин ертỹçин çумĕ:

"Лайăх çулсем экономикăн "юн тымарĕсем" кăна мар, хамăрăн халăхăмăра чунтан хисепленине кăтартакан паллă та. Кăçал район администрацийĕ республика шайĕнчи ертỹçĕсемпе пĕр чĕлхе тупса çулсене юсама виçĕ хут ытларах укçа пăхса хăварни шăпах çакна çирĕплетсе парать те".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика