АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

01 августа 2017 г.

Утã уйãхĕн 28-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пĕлтерме хушнă. Çакă ял хуçалăх культурисен  вегетаци тап-

хăрĕнче çĕр йĕпе тăнипе çыхăннă.

Кăçалхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пула çурхи культурăсене ытти чухнехинчен 2 эрне каярах — ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче — акма пуçларĕç. Ку ĕç çĕртме уйăхĕн çурриччен тăсăлчĕ. Çакă, паллах, тыр-пул пуçтарса илес вăхăта витĕм кÿрет. Апат хатĕрлес ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуçăнма май килчĕ. Ку ĕç те пĕлтĕрхинчен çур уйăх кая юлчĕ. Унсăр пуçне вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр выльăх апатне пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ.

Халĕ Чăваш Республикинче тыр-пул вырма пуçламан-ха. 2016 çулта çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче комбайнсем хире тухнăччĕ.

Тăпрари нÿрĕке пула ÿсен-тăран çитĕнеймест — тухăç чакать е çĕрсе пĕтет.

Федерацин гидрометеорологи тата мониторинг центрĕн кăтартăвĕ тăрăх, республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне тăпрари нÿрĕк виçи нормăран 1,5-2 хут ытларах пулнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн регионти пекех Удмурти Республикинче, Пушкăртра, Волгоград облаç.нче те лару-тăру йывăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика