АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул шăпи шухăшлаттарать

01 августа 2017 г.

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин анлă канашлăвне йĕркелесе ертсе пынă.

«Ял хуçалăхне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Аграри тытăмĕнчи ыйтусене кулленех республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслевре тытать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче бюджетра ял хуçалăхне аталантарма хушма 140 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2017 çул валли республика хыснинче ял хуçалăх тытăмне аталантарма пĕтĕмĕшле 2 млрд 398 млн уйăрнă, кăтарту 2016 çулхипе танлаштарсан 8,2 процент пысăкрах», _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Лару ĕçĕнче пухăннисем ял хуçалăх пайĕнчи кăçалхи çур çулти ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, çитес тапхăр валли тĕллевсем палăртнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх производствин таварсен калăпăшĕ 101,5 процентпа танлашнине палăртнă. 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра 202,8 пин пуç мăйракаллă шултра выльăха шута илнĕ. Акса хăварнă лаптăксем – 554 пин гектар шутланаççĕ. 2016 çулхинчен 1,4 процент пысăк пулнине палăртнă. Кăçал кĕрхи культурăна 105 пин гектар çинче акса хăварма плана кĕртнĕ. Министр хăйĕн сăмахĕнче агропромышленноç пайне уйăракан патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, вĕсен йĕркисем çинчен каласа кăтартнă.

«Чувашхлебопродукт» АО генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев хуçалăхсенчен 54 пин тонна тырă туянма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Паха çăнăх калăпăшне ӳстермелле. Тавар халăх хушшинче анлăрах сарăлмалла. Пирĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне ӳстерсе яма юрамасть», _ тенĕ Михаил Игнатьев.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, вăл çапла каланă: «Ял хуçалăх министерствин патшалăх тивĕçтерекен пулăшăва агропромышленноç пайĕнче ĕçлекенсем патне вăхăтра илсе çитермелле. Тăкаксене вăхăтра палăртмалла, вĕсене саплаштарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле, ял хуçалăх таварне сутассипе ятарлă вырăнсем пасарсенче хатĕрлемелле», _  тенĕ.

Çанталăк лăпкă тăманнине кура, чи ăнăçлă та лайăх ĕçлесе пыракан паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса пымалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ мероприятие пухăннисене. «Вырмана  ĕлĕкренех халăхпа пĕрле тухнă. Енчен те пурте тăрăшса ĕçлесен, хуçалăхра йĕрке хуçалансан, пĕтĕмпех лайăх пуласси, тухăçа туллин пухса кĕртесси куçкĕретех», _ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Ертӳçи.

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби)

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика