АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

04 августа 2017 г.

Патăръел удел приказĕ 3 участокран тăнă. (ялсен ячĕсене документри пек кăтартатăп). Вĕсене çак ялсем кĕнĕ: 46-участокне – Ст. Тойси, Ново Бахтиярово, Янтиково, Верхн. Тойси, Ишмурзино Суринское, Эшмикеево, Ст. Ахпердино, Кошки-Куликеево, Тат. Тимяши;  47 участокне – Хомбусь Батырево, Ново Котяково, Нов. Ахпердино,  Тигашево, Ст. Котяково, Долгий Остров (чăвашĕсем);  48 участокне – Нов. Сюрбеево, Именево, Ишаки, Тат. Югелево, Яншихово, Тат. Сугуты (чăвашĕсем),  с. Туруново,  с. Сугуты.

Шаймурзино удел приказне: Верхнее Турмышево, Большой Чеменево, Бакашево, Бал. Баишево, Сидели, В. Б. Шигали, Н. Б. Шигали, Б. Арабузи, Пол. Чекурово, Нижн. Турмышево, Верхнее Атыково, Нижн. Атыково, Кокшаново, Мал. Арабузи, Ново Приписн. Убеи, Новое Буяново, Карабай Шемурша, Подлесн. Шигали,  Шаймурзино, Тюнсюрово,  Абамза,  Сигачи, село Тарханы.

Сăкăтри лашман приказĕ пирки: ку таврари тутарсене  I Петĕр патшах вăрман касса чутласа хатĕр туса карапсем валли тăратмалла тăвать, вĕсене нимĕç чĕлхинчен илнĕ «лашман» ят парать, ку ялсенчи тутарсен удела куçнă хыççăн  та çав ĕçпех ĕçлесе пурăнмалла пулнă. Ку приказа тутар ялĕсем çеç кĕнĕ, списокра чăваш ялĕсен ячĕ  пулсан, лашман приказне çав ялсенчи тутарсем çеç  кĕнĕ. Акă Сăкăт лашман приказне кĕнĕ ялсем: Шихирданы, Начар Убеево (хальхи Кзыл Чишма), Бикшики, Сорока Сайдаки, Верхние Лащи,  Тат. Сугуты, Долгий Остров, Шурут, Ишмурзино, Верхний Чепкас, Чепкас Вольный Стан, Чепкас Ильметьево, Нижний Чепкас.

Çапла куçарса пĕтереççĕ пирĕн енчи хресченсене удел аллине. Хресченсен пурнăçĕ, каланăччĕ ĕнтĕ, хăйсен патшалăх хресченĕсен прависемпе ирĕклĕхĕсене çухатнине пула, чылаях йывăрланать.

Анчах та кунта çакна каламасăр та иртме çук:  удел департаменчĕн Вице-Президенчĕ Лев Алексеевич Перовский граф çине тăнине пула хресченсен пурнăç шайне ÿстерес тесе чылаях ырă ĕçсем те туса ирттереççĕ: Пăва уесĕнче кăна çĕнĕрен 9 чиркÿ, çав шутра Туçа чиркÿне те уçаççĕ, вĕсене тума кашни чиркÿ валли  патшалăх 11140 тенкĕ (пурĕ 100000 тенкĕ) укçа уйăрать, маларах чиркÿ уçнă ялсенче хресченсен ачисем валли пуçласа удел училищисем уçаççĕ. Пирĕн хальхи район территоринче  ун пек 4 училище уçăлать:

Тăрăнта –  1839 çулхи çурла уйăхĕн (август) 12-мĕшĕ (кунти чиркĕве Святой Николай  святитель ячĕпе  1747 çулта уçнă);

Турханта – 1839 çулхи çурла  уйăхĕн 31- мĕшĕ (кунти Богоявление Господня чиркÿне 1751 çулта уçнă пулнă);

Сăкăтра – 1840 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ (кунти чиркĕве Рождество Христово ячĕпе 1749 çулта уçнă пулнă);

Туçара – 1840 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче.

          Туçари чиркÿпе шкул туса  ĕçе янин историйĕ çакăн пек. Ку шкул çуртне ялта чиркÿ туса пĕтерсен юлнă пĕренисенчен тата çитменнине Хумпуç Патăръелĕнчен илсе килсе халăх çине тăрса тăрăшнипе çав çулах туса пĕтернĕ.

Пĕр престоллă чиркÿ пысăк пулман. Чиркĕве светит тума килнĕ Архиерей хăйпе юнашар пыракан Туçа, Тăрăн, Сăкăт пупĕсене: «Турăшăн, паллах, пĕчĕкрех, анчах шуйттансене хăваласа яма çителĕклĕ», – тесе хак парать чиркĕве.  Чиркÿ малтан  «Константино-Еленинская» ятпа пулнă.

1881 çулта придел туса тепĕр алтарь уçаççĕ те ăна  «Сретения Господня» тесе ят параççĕ (Симбирские Епархиальные ведомости» (СЕВ) 1882 г. № 1 от 1.01.1882 года, с. 380.). 1908 çулта çĕнĕ антиминис çинче тепĕр придел туса пĕтереççĕ те «Разрешено освятить новоустроенный придельный храм  в церкви села Тойсей Буинского уезда во имя Святые Живоначальные Троицы на новом святом антиминисе»  (СЕВ,  № 16 от 15.08, с. 268.).  Çавăнтан вара  çак храм «Святотроицкий» тĕп чиркÿ шутланса юлать.   

Кусемсĕр пуçне, удел халиччен хуралла (тĕтĕм каймалли трубасăр) хутса пурăнакан пÿртсенчен тĕтĕм каймалли  трубасемлĕ кăмакасем тума вĕрентет. Çав кăмакасене тума Тăрăнта пысăках мар кирпĕч завочĕ уçать. Малтанласа  кăмакасем тума хăй пăхса тăракан  ăстасене ярать.

 Малалла тата вĕтĕ кĕсресемпе ĕнесене ăратлă шултра ăйăрсемпе те вăкăрсемпе чуптарма вĕрентет. Тата ытти çĕнĕлĕхсем  туса та пулăшать.

Анчах та хресченсем малтан удела куçнă чухнехи пекех хăйсен ирĕкĕсемсĕр те правасемсĕрех юлаççĕ-ха.

                               (Малалли пулать)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика