АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пула пуçтарса кĕртесси _ пĕрлехи ĕç

04 августа 2017 г.

"Кăçал нỹр кирлинчен ытларах ỹкрĕ. Йĕпе çанталăк выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре чăрмав кỹчĕ. Тыр-пул пиçсе çитесси каярах юлать тата кĕтнĕ тухăçа илесси те иккĕленỹллĕ", _ терĕ Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствисен анлă канашлăвĕнче. Çавна май республика территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине кĕртнĕ пирки хушу кăларчĕ.

Чăнах та, çу уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕчченех çут çанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратрĕ. Ял хуçалăхăн тĕрлĕ культури вăй илсе ỹсеймерĕ. Тыр-пул пухса кĕртесси кая юласси куç кĕретех. Республикăра та, районта та паянхи кун та вырмана тухман.

Хĕрỹ тапхăра мĕнле хатĕрленетпĕр-ха районта? Çак ыйтăва çĕклерĕç те ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăх ертỹçисен канашлăвĕнче. Ăна район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ.

Кăçал 18720 гектар тĕш-тырă, 1412 гектар çĕр улми, 1275 гектар хĕвелçаврăнăш, 585 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 405 гектар сухан-севок, 75 гектар пахча çимĕç пухса кĕртмелле. Вырма икĕ-виçĕ эрне каярах юлать. Тата çумăрсем чăрмантараççĕ.

_ АПК системинчи 67 комбайна тата уйрăм çынсен 13 "уй-хир карапне" шута илнĕ. Организацисемпе хуçалăхсенче тĕш-тырă типĕтекен оборудованисем пур. Йывăрлăхсем ытти çулсенче те пулнах ĕнтĕ. Çавах мĕн çитĕнтернине алла илме пултарнă. Кăçал та ĕçе тивĕçлĕ йĕркелесе пурне те пỹлмене кĕртесчĕ, _ терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов паянхи лару-тăрăва тишкернĕ май.

Ĕç калăпăшĕ ỹсни те чăрмавсем кăларса тăратма пултарать. Хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пуçланă. Вĕсем 6122 гектар йышăнаççĕ. 16150 тонна (150 процент) сенаж, 4495 тонна (99 процент) утă, 1500 тонна (11,9 процент) силос хатĕрленĕ. Пур ĕç те пĕр вăхăта килчĕ-çке. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси те тăрать.

_ Лару-тăру чаплах мар. Çавах йывăрлăхсенчен тухма пулатех. Уйрăм хуçалăхсен шута илмен комбайнĕсем те пурах-тăр. Вĕсемпе калаçса хурсан юрать. Кирек хăш культурăн та тухăçĕ чакасси куç кĕретех ĕнтĕ, _ терĕ "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен ертỹçи М. Петров.

Районти кашни хуçалăх пĕр шайра ĕçлесе пымасть. Йывăрлăха хăйсен вăйĕпе çĕнтерекенсем пур-ха. Ыттисем те вĕсенчен юлмаççех пулĕ тетпĕр. Канашлура çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пĕрремĕш çур çулхи пĕтĕмлетĕвне те турĕç. Ку енĕпе кăтартусем начар мар. Сĕт туса илесси, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 8 процент, аш-какай 3 процент ỹснĕ. "Исток", "Батыревский", "Красное знамя" хуçалăхсем яланхиллех кăтартуллă ĕçлеççĕ.

_ Сĕтеклĕ апат-çимĕç пулни, ĕç условийĕсем тивĕçтерни сăвăм кăтартăвĕсене лайăхлатма пулăшрĕç те ĕнтĕ, _ терĕ Л. Кузнецов. _ Малашлăхра пирĕн тĕп кĕтĕве çĕнетессипе тăрăшмалла. Маларах палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесен çанăсене тавăрма тиветех.

Кашни выльăха хĕл каçарма 24 центнер апат единици кирлĕ пулсан, хальлĕхе ăна хуçалăхсенче 16,7 центнер хатĕрленĕ.

Канашлура районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станци начальникĕ П. Ефимов хатĕрлекен апат пахалăхне тĕрĕслес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех выльăхсем çуллахи лагерьте тăнă чухне витесене шуратасси, дезинфекцилесси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Хĕле хатĕрленес ыйтăва манăçа кăлармалла маррине асăрхаттарчĕ. Тăкакпа çыхăнман ĕçсем те пур выльăх-чĕрлĕх фермисен таврашĕнче. Хăш-пĕр çĕрте çын çỹллĕш мăянпа вĕлтĕрен ỹсет. Ăна çулса илме пулатех ĕнтĕ. Тислĕк кăларасси çине те алă сулакансем пур. Шăпах çак кунсенче тасатма тăрăшмалла.

АПК ветеранĕсем районти хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна та, выльăх-чĕрлĕх витисене те çĕнетме васкаманнине палăртаççĕ. Сăхмана кирек хăш енчен сапласан та ăшши тытмастех. Çавăнпа та çĕнĕ техникăсем туянас, выльăх-чĕрлĕх витисене тăвас пирки те шутласа пăхмаллах.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика