АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВДВ-шниксем уявра савăнчĕç

04 августа 2017 г.

Виçĕмкун Сывлăшпа десант çарĕнче службăра пулнисем _ ВДВ-шниксем _ йăлана кĕнĕ йĕркепе Патăрьелĕнче хăйсен вăйĕпе лартнă "Никто, кроме нас" обелиск умне пуçтарăнчĕç. Тỹрех палăртса хăвармалла: кăçалхи уявра "çунатлă пехота" хастарĕсем ытти çулхинчен йышлăрах пулни, аслă ăрупа юнашарах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕ, çавăн пекех нумаях пулмасть çеç салтак аттине хывнă çамрăксем, вĕсен çемйисем те хутшăнни уяв пĕлтерĕшне тата пысăклатрĕ.

Христос тĕнне ĕненекенсен Илен кунĕпе пĕр килекен савăнăçлă уявра ветерансен, çар хастарĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем чылай пулчĕç. Совет офицерĕсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ, запасри капитан В. Антонов сывлăш çарĕн историйĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çар элити шутланакан десантниксене ăшшăн саламларĕ, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнишĕн тав турĕ. Уяв саламне Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков, пограничниксен, моряксен, ПВО çарĕнче пулнисен ячĕпе М. Харитонов, А. Казенов, С. Шадиряков тата ыттисем те çитерчĕç. Ветерансем те, çамрăксем те савăнăçа пĕрле пайласа обелиск çине çырнă пекех: "Никам та, пирĕнсĕр пуçне", _ терĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем ĕнерхи салтаксене юрă саламĕпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен "кăвак беретлисем" район центрĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечек хучĕç, пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене чыс туса пуç тайрĕç.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика