АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Удостоверенисем пачĕç

04 августа 2017 г.

Районта 4115 çын "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Çуррине яхăн çак чыса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хĕрарăмсен ĕç стажне 37 çул та 6 уйăха, арçынсенне 42 çул çура хăварма йышăннă хушăвĕ хыççăн тивĕç пулчĕç.

Черетлĕ чыслав районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртрĕ. Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн, Çĕньял, Ишлĕ, Тутар Сăкăт, Туçа, Турхан, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль, Шăхач, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчен йышлăн пуçтарăнчĕç унта. Юхма Ен хастарĕсене ветеран удостоверенийĕсене панă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пурне те саламласа çирĕп сывлăх сунчĕ.

_ Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕре пула район çакăн пек аталанать, чечекленет. Хастарлăхăр малашне те ан иксĕлтĕр,_ терĕ. Çавăн пекех Рудольф Васильевич хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем, "Ĕç ветеранĕ" ята илнисем район экономикине тĕреклетес ĕçе малалла та тỹпе хывасса шаннине палăртрĕ.

Социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Л. Базманкина ĕç ветеранĕсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика