АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ вăхăта тавăраймăн: кашни çутă куншăн савăн!

04 августа 2017 г.

Аллине швабра тытса урайне сăтăракан хĕрарăма курсан тĕлĕнсех кайрăм. Хаçат страницинче статья пичетлеме сĕнекен çыннăм çаках-ши? Ял тăрăх специалисчĕсем ĕнентернĕ тăрăх вăл 98 çулта пулмалла-çке. Пăхатăп та, мана алхапăл йышăнакан хĕрарăм вара çап-çамрăк курăнать. Ăс-тăнĕпе те йĕркеллех. Çитменнине тата хуçалăхра пĕчченех ĕçлекелесе çỹрет. Тепĕр кунхине чиркỹ праçникĕ пулнăран, кинемей пỹртне ирпе-ирех, алкумĕ таранчченех, çуса кайма та ĕлкĕрнĕ. Эпир пыриччен какай шỹрпи пĕçерме, чăх-чĕпне апатлантарма та вăхăт тупнă... Санькка аппа урисем ыратни пирки ỹпкелешет пулин те, чăнах та, хăй калашле, кашни телейлĕ куншăн савăнса Турăш умне çурта лартмалăх пур.

Тепĕр икĕ çултан пĕр ĕмĕр тултаракан çичĕ ача амăшне пурнăç ылтăн сăпкара сиктерменнине калаçма пуçличченех туйрăм. Ватă карчăк пурнăçра хурапа шуррине чылай черетленĕ. Тĕл пулура Александра Андреевна Мышова вĕсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ. Вăрçă пуçлансанах çамрăк хĕрупраç Улатăр районĕнчи Сăр юханшывĕ çывăхне окоп чавма кайнă. Йышлăн çула тухнă вĕсем Алманчăран: çамрăкки те, аслăраххи те. Шартлама хĕл варринче йывăр та сулмаклă лумсемпе шăннă çĕре таккама ай-ай çăмăл пулманнине калать. Çурма выçă хĕрсемпе каччăсем халран кайиччен ĕçленĕ. Шартлама сивĕре вара пир йĕмĕсем калăп пек хытса ларнă самантсем те пулнă. Пĕрре ывăннипе, тепри шăннипе хĕрсен чĕркуççийĕсем тăр-тăр чĕтренĕ. Шăнса пăсăлас мар тесе урисене тутăрпа йăваланă.

Арçынсемпе тан вăрман каснине, çуркунне сулă туса шывпа юхтарнине те çулне кура мар лайăх ас тăвать кинемей. Пăва урлă çул тунă çĕре те хутшăннă, торф кăларма та кайнă...

_Торфа кайсан мĕн чухлĕ нушаланмарăмăр-ши! Çăвăнма çуккипе пĕр вăхăтра пурте пыйтланса пĕтрĕмĕр. Апачĕ çителĕклĕ пулманран, ĕçлеме вăй юлмасчĕ. Хырăм выççине ирттерсе ярас тесе купăста кучанне вĕретсе çиеттĕмĕр, курăк кавлеттĕмĕр... Кунне пĕр хутчен куккурусран пĕçернĕ пĕчĕк татăк çăкăр паратчĕç. Тумтирĕ те айванрах çеçчĕ. Унтан-кунтан кивĕ япаласем уртса янă та ĕçленĕ. Тăла чăлхапа тăхăннă çăпата çĕтĕлсе, шăтса тухсан та çаплах çỹреттĕмĕр. Мĕнле чăтнă-ши? _ куçне шывлантарчĕ Санькка аппа.

Вуннăмĕш теçеткене çывхаракан хĕрарăм паянхи çамрăксемшĕн чăн-чăнах чĕрĕ "энциклопеди" тесе хаклас килет. Мĕн курни-тỹснине, чĕре витĕр кăларнине сехечĕ-сехечĕпе те каласа пама хатĕр. Анчах шел, хăлхи кăштах мăкалнă. Çичĕ ача амăшĕ ял-йышпа пĕрле патак çапса хăварнă тырă каçалăкне вырнине те хавхаланса каласа кăтартрĕ. Хăй калашле, пĕринчен тепри вакă ачисем хиртех, кỹмерех ỹснĕ. Нăйкăшма, ачашланма, мĕскĕнленме майĕ те пулман... Вăхăчĕ вара çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Халĕ Александра Андреевнăн ачисем те пурте тивĕçлĕ канура. Юратнă мăшăрĕ, вăрçă ветеранĕ Николай Мышов çĕре кĕни те 36 çул иртнĕ. Калăн, Санькка аппан чун панă пепкисем нихăçан та пĕчĕк пулман. Паян Мышовсен йăх-несĕлĕнчи тăваттăмĕш ăрури мăнукĕсем кукамăш-асламăшне савăнтараççĕ. Анчах шел, амăшĕн çамрăклах икĕ ачин вилтăприне таптама тивнĕ. Кунтан пысăк хуйхă ашшĕ-амăшĕшĕн урăх çук та. Ытти ачисем вара паян амăшне куçран вĕçертмеççĕ. Хĕлле Шупашкара пурăнма илсе каяççĕ, çулла тăван ялти кỹршĕ-аршăпа хутшăнса вăй пухать.

Александра Мышова паян Алманчăра çулĕпе чи аслă хĕрарăм _ 98 çулта! Вуннăмĕш теçеткене ваклакансем ялта татах та пур: А. Романова, К. Семенова, Е. Маркова, М. Петрова, Ю. Куцыпин. Вĕсем пурте асăннă статьяри сăнар пекех ĕçпе пиçĕхнĕ, ят-сума, хисепе тивĕçлĕ паттăрсем.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика