АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявăн тĕп сăнарĕ _ ветеран

08 августа 2017 г.

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, Патăрьелĕнче вырнаçнă организаци-предприяти, учреждени руководителĕсемпе тата ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу иртрĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Селиванов ертсе пычĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2017 çулхи ултă уйăхра саккуна пăснă тĕслĕхсем шайĕ еплерех пулнипе Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А.Фомин паллаштарчĕ. Çур çул хушшинчи шута илнĕ мĕн пур преступленисен 91 процентне кунти служба ĕçченĕсен вăйĕпе уçса панă. Ку вăл республикăри пилĕк лайăх кăтартусенчен пĕри.

Çавăн пекех районти пушар надзорĕн начальникĕпе В.Тукмаковпа район администрацийĕн опекăпа попечительсен секторĕн заведующийĕ Т.Чылыкова хăйсен сферинчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа тухса калаçнă хыççăн пуçтарăннисене Юхмапа Пăла тăрăхĕн 90 çулхи юбилейĕнче ирттерме палăртнă мероприятисемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Черновăпа районти централизациленĕ клубсен системин директорĕ А.Петрова паллаштарчĕç.

Уяв тăватă куна, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен тăсăлĕ. Сăн ỹкерчĕксен, алă ăстисен куравĕ ĕçлĕ. Паллах, салам сăмахĕсемпе пĕрлех юрă-ташă кăмăла çĕклĕ.

_ Район аталанăвĕшĕн пирĕн ветерансене тав тумаллах. Уявăн тĕп сăнарĕсем шăпах вĕсем пулса тăраççĕ, _ терĕ Рудольф Васильевич канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем _ Н.Красновпа Л.Кузнецов тухса каларĕç, умри тĕллевсене çивĕчлетрĕç.

Хăна-вĕрле пухнă май хамăр таврара тирпей-илем кỹртес пирки те манас марччĕ.

А. Козлов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика