АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сак тулли саккăрăн çеç мар, 44-ăн!

08 августа 2017 г.

 Çĕнĕ Ахпỹртре район тантăшĕсем _ 90 çул тултаракансем тата вуннăмĕш теçеткене ваклакансем _ сахалăн мар: Е. Волкова, Е. Мартышкина, А. Мартышкин, А. Шакеева, П. Артемьева, П. Майоровпа П. Трифонов, И. Ширтанов. Аслă ăрури хисеплĕ çынсенчен тепри _ Елизавета Анисимовна Колпакова вара çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак пĕчĕкех мар ялта вăл çулĕпе чи асли. Ĕç ветеранĕ нумай çул хуçалăхри шут ĕçне ертсе пынă, çирĕм çул фермăра тăрăшнă. Çав вăхăтрах мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтернĕ. Сумлă ватта паян 16 мăнукĕ, мăнукĕн 27 ачи тата пĕр кĕçĕн мăнукĕн ачи савăнтарать. Елизавета Анисимовнăн йăх-несĕл тымарне тăсакансем саккăрăн сак тулли çеç мар, 44-ăн!

Çак кунсенчех Çĕнĕ Ахпỹртсем тепĕр савăнăçа та пĕрле пайланă. Александрпа Ольга Яковлевсен çемйине "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ. Илья _ мăшăрăн пĕрремĕш пепки, районта вара пулас пăхаттир кăçал шута илнĕ 200-мĕш ача.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика