АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурăмпуçĕ тỹпене хĕретрĕ, ял çынни ĕне сума васкарĕ

08 августа 2017 г.

 Кулленех чăнах та çапла. Ялта чи малтан вăранакан ĕне сăвакан тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Ыйхи кĕске выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансен. Канăвĕ те çукрах вĕсен. Çумăр çусан та, çил-тăман вĕçтерсен те ĕçе çитмеллех.

Тăрăшулăхне кура вĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма тăрăшаççĕ. Акă, районта 5000 килограмм ытла сĕт суса илекен дояркăсен клубне йĕркелени те çак çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. Çулленех слет ирттереççĕ. Кăçал та сумлă мероприятие 30 ытла доярка, тĕп зоотехниксем, ферма заведующийĕсем хутшăнчĕç. Кашнийĕн пирки ăшă сăмах калама пулатех. Акă, "Исток" çĕр ĕç фирминче çак ĕçе çамрăксем явăçаççĕ. "Красное знамя" кооперативăн дояркисем те харсăр та маттур. Кунта та чи аслăраххи те 50 çулта çеç. "Звезда" хуçалăхăн ĕçченĕсем пысăк ĕç стажĕллĕ. "Корма" пĕрлешĕве Т. Бельдекова Туçаранах çỹрет. Тепĕр чухне ĕç транспорчĕ велосипед пулнишĕн те хĕпĕртет. Р. Бикчурин фермер хуçалăхне ĕне сума килме Елчĕк районĕнченех кăмăл тунă тата ытти те.

Слета уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов выльăх-чĕрлĕх пăхакансен иртнĕ çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. "Батыревское", "Исток", "Красное знамя", "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăм лайăх пынине палăртрĕ. Патăрьелĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Сăкăтра выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетессипе те аван ĕçлеççĕ. Сĕт сăвас ĕçе механизацилени çак отрасльте кадрсен ыйтăвне туллин татса пама пулăшать. Ĕç тỹлевĕ те пĕчĕк мар вĕсенче.

Фермер хуçалăхĕсем те выльăхсен йышне ỹстерес енĕпе тимлеççĕ. Тĕп кĕтĕве пушмак пăрусене кĕртме хатĕрлесе пыраççĕ.

_ Çакнашкал слетсене, канашлусене, семинарсене районти тĕрлĕ хуçалăхра ирттерме тăрăшатпăр. Пĕр-пĕрин опычĕпе вĕренме майсем пулччăр тетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен кăçалхи кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Пилĕк пинлĕ сăвăмлисен клубне тахçанах йĕркеленĕ. Эсир çав чикĕрен каçнă. Малашне ултă пин çинчен калаçу пуçармалла, ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла,_ терĕ слета хутшăннисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов. Рудольф Васильевич малалла тăван тăрăхра çĕкленекен строительство объекчĕсемпе паллаштарчĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçлас кăмăллисене патшалăх грантсем парса пулăшни çинче чарăнса тăчĕ.

"Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче" тенĕрен, паха выльăх апачĕ хатĕрлессине тимлĕх уйăрма сĕнчĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станци начальникĕ П. Ефимов.

Районти сĕт сăвакансен пилĕк пинлисен клубне чылайранпа "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче тĕп зоотехникра ĕçленĕ В.Щукина ертсе пынă. Халĕ Валентина Александровна тивĕçлĕ канура. Çавна май ун вырăнне çак тивĕçе пурнăçлама "Первомайск" кооперативĕнчи ветеринари ĕçченне Н. Трофимовăна суйларĕç.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен канăвне кỹлĕ хĕрринче йĕркелерĕç. Кашни ĕçчен сăмах илсе хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултарчĕ кунта. Анчах районти хăш пĕр хуçалăхсенчен ("Тойсинская", "Родина", "Труд"...) пĕрер доярка та пулин хутшăнманни чыс кỹмерĕ. Ыттисен ырă ĕç опычĕпе паллашни вырăнлах пулнă пулĕччĕ.

Ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та сатур выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем. Çавăн пекех вĕсен канăвне туллин йĕркелеме районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем те пулăшрĕç.

В. Михеева, "Исток" çĕр ĕç фирмин доярки:

"Слета çулленех хутшăнатăп эпĕ. Машинăпа ĕне сăвакан операторсен районти конкурсĕнчен те пĕрре те юлман. Миçе çынпа паллашатăн кунта. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли тупăнатех.

Ĕçĕм килĕшет мана. Кашнийĕ 50-шар ĕнерен кая мар сăватпăр. Манпа пĕрле кăçал слета Н. Исаева, И. Кувшинова, Н. Яина, И. Рубцова дояркăсем хутшăнаççĕ. Çакнашкал мероприятисем кирлех. Вĕсене йĕркелекенсене тав сăмахĕ каласшăн. Çĕр ĕç фирмин ертỹçисене те çавах. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патне тимлĕх уйăраççех вĕсем".

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика