АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче уçлăхĕн улăпĕ манăçмĕ

08 августа 2017 г.

 Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртĕ.Театр фойинче мухтавлă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çавăн пекех пирĕн республикăран тухнă ытти космонавт летчикăн кун-çулĕпе çыхăннă курав ĕçлĕ. Нумай функциллĕ залра "1962 çулхи çурла уйăхне аса илер" ятпа "çавра сĕтел" иртĕ. Унта космонавтика тата общество организацийĕсен ветеранĕсем хутшăнĕç. Савăнăçлă мероприятие А.Г.Николаевăн хĕрĕ Алена Андрияновна, çавăн пекех П.Р.Поповичăн хĕрĕсем Оксана Павловнăпа Наталия Павловна çемйисемпе килессе кĕтеççĕ. Çак йышра Раççей Геройĕ Муса Манаров, ытти космонавтсем те пуласса шанаççĕ. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Николаев палăкĕ умне чечек çыххисем хурĕç, унтан Шуршăлта А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика