АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕпсене кĕркунне çеç шутламаççĕ… е акционерсен "Батыревская ИПС" уçă обществин паянхи пурнăçĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки

08 августа 2017 г.

Патăрьелĕнчи чăх-чĕп ĕрчетекен станцинчен тĕрлĕрен шимп-шимпсене туянман çын çук та пулĕ. Хальхи вăхăтра та кунта хĕрỹ тапхăр пырать. Чăнах та хур-кăвакалпа бройлерсене илес тесе ĕлĕкхи евĕр шурăмпуçпе черет йышăнма васкамаççĕ, ирĕккĕнех туянма пултараççĕ.

Кунта хурсем çеç икĕ ăратлă. "Линда" текенннисем çичĕ килограмм таранах çитĕнеççĕ иккен. "КОББ _ 500" йышши бройлерсем те хуртан пĕрре те кая мар ỹсеççĕ, кĕркунне пĕри-пĕри 5-шер килограмм таяççĕ. Кăçалтан район халăхĕ ИПСран мулард-кăвакалсене хапăлласа туянать. Унăн какайĕ сĕтеклĕ те, çуллă та мар.

Эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р.Селивановпа унăн çумĕ _ ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов акционерсен "Батыревская ИПС" уçă обществин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕпе паллашрĕç. Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнчен асăннă обществăна ертсе пыма А.Владимирова шаннă. Юлашки вăхăтра производствăра татса памалли ыйтусем нумайланса кайнине пăхмасăр çамрăк çын хăюллăнах çĕнĕ "лава" кỹлĕннĕ. Çитменлĕхсене шутлă кунсенчех пĕтерме çук пулин те, калаçура Александр Иванович коллектива хавхалантарса ĕçлеттерме пултарни сисĕнчĕ.

Сăмах май каласан, паянхи директор кайăк-кĕшĕк "чĕлхин" вăрттăнлăхне, вĕсене ỹстернĕ чухне тĕрлĕрен чир-чĕрпе кĕрешмелли, дезинфекци тумалли йĕркесене çирĕп пĕлет. Маларах предприниматель пулса темиçе çул çак енĕпех тимленĕ. Çавăнпа та ертỹçĕ чăн малтанах хăйĕн ĕçне условисене лайăхлатнинчен пуçланине те ырламала. Тупăшран кĕнĕ укçана перекетлесех "çатăрка" кантăксене чăн-чăннисемпе улăштарнă, цехсене пухăнса кайнă тислĕкрен тасатса шуратнă, ăшă системине улăштарнă, чĕпсене апатлантармалли, шыв ĕçтермелли таканисене, тăмалли пỹлĕмĕсене çĕнетнĕ... Çав вăхăтрах чылай парăмпа татăлнă. Апла пулин те хăй калашле, ертỹçĕн çĕр шухăшран пĕр пĕчĕк пайĕ çеç татăлнă темелле. ИПС тулли хăватпа ĕçлесе кайиччен пурнăçламаллисем пайтах. Пысăк лаптăкра вырнаçнă хуçалăхра кивелнĕ, юхăннă цех çурчĕсем, гараж вырăнĕсем те пур. Вĕсене "чун" кĕртес тесен те нухрат чылай кирлĕ. Юнашарти виçĕ гектар çĕрпе те тухăçлă усă курмаллах. Хыт-хураран тупра туса илеймĕн. Çапах та ĕçлĕ тĕл пулура çĕнĕ директор çăмăл мар тиеве кỹлĕннĕшĕн ỹкĕнменни, "туннель" вĕçĕнчи çутта курса йывăрлăхсене парăнтарас ĕмĕтпе малалла утни, инвесторсемпе çыхăнма тăрăшни малашлăхра шанчăк çуратать. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Селиванов та палăртрĕ. "Район бюджечĕ пуян, халăх пурнăçĕ тулăх пултăр тесен, хамăрăн предприяти-организацисене тулли хăватпа ĕçлеттерме тăрăшмалла. Çакă вара, чăн малтан, коллектива ăнăçлă ертсе пыракан хуçаран килет", _ терĕ Рудольф Васильевич.

Е. Илеменова, чĕп пăхакан:

"Эпир Г. Сейфуллинапа ку цехра вăтăр çул ытла ĕçлетпĕр. Çак тапхăрта тĕрлĕ ертỹçĕпе ĕçлеме тиврĕ. Александр Иванович çамрăк пулин те тăрăшни сисĕнет.. Кĕске хушăрах хуçалăхри цехсенче чылай улшăну турĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕсене работниксемпе, аслă çынсемпе уççăн сỹтсе явни те кăмăллă".

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика