АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн те ĕçе кĕртесчĕ

08 августа 2017 г.

 Самар облаçĕнчи Похвистнев районĕнчи Алькино ялĕнче пурăнакансем пахча-çимĕç çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кунти 700 хуçалăхăн 420 теплица шутланса тăрать. Вĕсем 24 гектар йышăнаççĕ. Ял çыннисен ăсталăхĕпе паллашма Тутар, Пушкăрт республикисемпе Оренбург облаçĕ таранах килсе çỹреççĕ.

"Экономикăна аталантарнăран, инвесторсене явăçтарнăран ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăçĕ тулăхлансах пырать. Çакнашкал ĕç мелне пирĕн районта та йĕркелеме пулать. Теплицăсем тăвасси пысăк тăкакпах çыхăнман: йывăç материалсем тата полиэтилен кирлĕ. Çавăнпа та черетлĕ "Шăнкăртам вулавĕсем" экономика форумĕнче Алькино ялĕнче пурăнакансен уçă вырăнсенче пахча-çимĕç çитĕнтерекен ырă ĕç опытне пăхса тухма палăртасшăн. Çакă халăха ĕçпе тивĕçтерессине те, пурнăç условийĕсене лайăхлатма та пулăшмаллах", _ терĕ инçе çула çывăхлатса Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегаци ертỹçи пулса кайнă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов.

Алькино ялĕ çумĕнче тĕлĕнмелле илемлĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăна _ Урал сăрт-ту юппине _ вырнаçнă "Сельский уют" агротуризм база центрĕпе паллашни те кăмăла кайнă çул çỹреве хутшăнакансене.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика