АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни _ асра, пуласси _ ăсра

08 августа 2017 г.

Анастасия Нрти, ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, "Красное знамя" хуçалăхăн хисеплĕ колхозници:

_ Кăçал 90 çул тултаракан ентешсем пурте район тантăшĕсем. Çак кунсенче эпир те çак сăлтавпа çывăх тăвансемпе кĕрекене лартăмăр.

Çулсем пĕрин хыççăн тепри пĕр сисĕнмесĕр черетленчĕç. Пирĕн вăхăтри ăру çĕршывшăн чи йывăр вăхăтсене чăтса ирттерчĕ. Синкерлĕ вăрçă çулĕсем, арçынсемпе тан Улатăрта вăрман касни, Мускав облаçĕнче торф кăларни нихăçан та асран тухмĕ. Пĕр тăвансем пĕрин хыççăн тепри вакă пулсан та (шел, вăрçă вăхăтĕнче пиллĕкĕшĕ чире пула вилчĕç) хуçалăх ĕçне хутшăннă: сухаласа акнă-лартнă, тырă вырнă, кĕлте тунă... Пурне те алă вĕççĕн пурнăçланă. Паянхи пурнăç пирĕншĕн, ĕлĕкхипе танлаштарсан, çĕрпе пĕлĕт пекех. Çак ырлăхпа киленсе çеç пурăнмалла. Тăван Патăрьел районĕ çулсерен чечекленсе пынишĕн те савăнатăп. Пирĕн ачасем, мăнуксемпе вĕсен ачисем çĕршывшăн тивĕçлĕ, юрăхлă çынсем çеç пулччăр. Эпир курнă нушаллă пурнăç каялла ан таврăнтăр.

Минулла Валиуллов, ĕçпе вăрçă ветеранĕ:

_ Хирти Пикшик ялĕ _ Юхмапа Пăла тăрăхĕн пĕр пайĕ. Юлашки çулсенче тăван ялăм та палăрмаллах улшăнчĕ. Çынсем капăр çуртсем лартаççĕ, урамсем çĕнелеççĕ, ачасем çуралаççĕ. Районти ырă пулăмсемшĕн чун савăнать.

Эпир, 90 çул каялла кун çути курнă ентешсем, вăрçă кĕрленĕ çулсене чĕре витĕр кăларнисен ушкăнĕнчен. Астăватăп, аттене фронта илсе кайнă хыççăн эпĕ 14 çултах колхоз ĕçне кỹлĕнтĕм. 1944 çулта çара кайма ят тухрĕ. Япони вăрçине хутшăнтăм. 1945 -1951 çулсенче десант çарĕнче службăра пултăм. Салтак аттине хывнă хыççăн вара 40 çул ытла "Герой" колхозра комбайнерта тăрăшрăм. Эпир ĕçленĕ чухне техника хальхи евĕр пулман. Паян район хирĕсенче ĕçлекен комбайнсем чăнласах та хăватлă. Комбайнерсем те ĕлĕкхи евĕр тусан ăшĕнче ларса пымаççĕ. Кабинăна тусан та, ытлашши шав та кĕмест. Вăхăтĕнче эпир çакнашкал "хурçă утсем" пирки шутлама та пултарайман.

Хамăн юратнă районăмăр пирки тепĕр икĕ сăмах калас килет. Патăрьел районĕ 90 çулхи юбилейне лайăх çитĕнỹсемпе, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе, ырă улшăнусемпе кĕтсе илме хатĕрленет. Унăн историйĕ хыçран хыçа юлса пырать пулин те, тăван район "сăн-пичĕпе" çамрăклансах пырать. Республикăра та Патăрьелсем кăтартуллисен шутĕнче. Çакăншăн савăнатăп та.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика