АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăл тулĕ, ĕмĕт çитĕ пурăнсан савса, тату

08 августа 2017 г.

 Çăл Атăкра пурăнакан Антиповсен çемйине ялсем çеç мар, кỹршĕрисем те пĕлеççĕ пулĕ. Лев Алексеевичпа Елена Кирилловна çинчен ыррине çеç илтме пулать. Вĕсем иккĕшĕ те хаяр вăрçă çулĕсенче çуралнăскерсем.

Лев Алексеевич колхозниксен çемйинче кун çути курнă. Икĕ ача пулнă вĕсен. Çитĕнекен ăрăва ашшĕ вăрçа тухса кайсан Уçтик аппа ура çине тăратнă. Лев Алексеевич ача чухнех кайăк-кĕшĕк, самолет тата ытти тĕрлĕ япала касса кăларма юратнă. Ашшĕн ăшшине курса çитĕнме пỹрмен ăна. Вăл 1944 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Лев Алексеевич ят сумне çĕре ỹкермен. Ăна ялта Ольва тете, кукка, кукаçи, асатте, пичей тесе чĕнеççĕ. Аллисем ылтăнран пĕлмен ĕçĕ те çук. Ачаранах пуртă тытса платнике кỹлĕннĕ вăл. Кăмака ăсти тата. Çакнашкал специалист ялти кашни çемьене кирлĕ. Унчченрех пỹрт-çурта кăмакапа, каланкапа хутса ăшăтнă-çке. Çуллахи вăхăтра пĕчĕк пỹртсенче, паварта вутăпа апат пĕçернĕ. Мунчана та кăмакапах ăшăтнă тата ытти те. Çавăнпа ялта вăл хăпартман çурт, ăсталаман кăмака çук тесен те йăнăшмастпăр пулĕ.

Алексей Карлинов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Лев Антипов пирки çапла калатчĕ: "Леван аллисем чăнах та ылтăн. Кăçатă çеç йăваламасть пулмалла вăл". Турхан, Первомайски, Çĕнĕ Шупашкар чиркĕвĕсенчи иконостассем те Лев Алексеевич аллипе ăсталанăскерсем. Касса кăларнă тĕррисем иконсем хушшинче куçа илĕртеççĕ. Çакна Шупашкар Митрополичĕ тата Чăваш Ен Варнави панă архиерей грамоти те çирĕплетсе парать.

Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Л. Антипов "Знамя" колхозра вăй хунă.

Мăшăрĕн пурнăçĕ те кăсăклă. Елена Кирилловна Çĕньялта йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă. Пĕве çитсен фермăра, бригадăра, шкулта тирпейлỹçĕре тăрăшнă. 1962 çулхи Питравра вара Лев Алексеевичпа çемье çавăрнă. Вĕсем пилĕк ача çитĕнтернĕ, пурне те тĕрĕс воспитани, тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Марияпа Сергей Шупашкара тĕпленнĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Николай Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Ăрăва малалла тăсакан икĕ ывăл çитĕнтерет. Ирина яла качча тухнă. Ватăсем кĕçĕн ывăлĕпе _ Викторпа пурăнаççĕ. Вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçлет.

Антиповсем юлашки çулсенче хуçалăхăн сурăх ферминче тăрăшнă. Вĕсен сăнĕсем колхозăн Хисеп хăми çине кĕнĕ. Тăрăшуллă ĕçченсем уявсенче Ĕç мухтавĕн ялавне çĕклеме хутшăннă. Лев Алевсеевичăн ял администрацийĕнчен панă Тав хучĕсем те пур.

Антиповсен 9 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук ỹсет. Çемье уявсенче кĕрекене пĕрле пуçтарăнать.

Ватăсем паянхи кун пĕр-пĕрне хисеплесе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, пурнăçăн анлă сукмакĕпе малалла утаççĕ. Хисеплĕ çынсем пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Пурнăçра ырри те, япăххи те тĕл пулатех. Виçĕ çурт хăпартнă вĕсем. Капмар та хăтлăскерте пурăнмалли условисем тивĕçтереççех.

Лев Алексеевич халĕ те алă усса лармасть. Çавăн пекех масар çинчи часавньăна пăхса, тирпейлесе тăма та вăхăт тупать.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика