АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршывăн çар историйĕнчи паллă кунĕсем

08 августа 2017 г.

 Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ _ 1915 çулта çак кун Осовец крепость хỹтĕлевçисем нимĕç салтакĕсене хăваласа янă. Çак пулăм историе "вилнисен тапăнăвĕ" ятпа çырăнса юлнă.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ _ 1714 çулхи çак кун I Петĕр патша ертсе пынипе вырăс флочĕ пĕрремĕш хут шведсене çĕнтернĕ.

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ _ 1759 çулхи çак кун Салтыков ертсе пынипе вырăс çарĕ прусс çарĕсене Кунерсдорф çывăхĕнче çапса аркатнă. II Фридрих çарĕ веçех пĕтнĕ, хăй чутах тыткăна лекмен. Çак çапăçу хыççăн вырăссем Берлина кĕнĕ.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ _ 1799 çулта çак кун Суворов çарĕ французсене Нов çывăхĕнче çĕнтернĕ: 7 пин француз вăрçă хирĕнче выртса юлнă, 3 пинĕ тыткăна лекнĕ.

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ _ 1914 çулта çак кун вырăс çарĕсем Гумбиннен çапăçăвĕнче Германи çарне çĕнтернĕ.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕ _ 1943 çулта çак кун 50 кун тăсăлнă Курск пĕкки çапăçăвĕ вĕçленнĕ. Харьков хулине нимĕçсенчен хăтарнă. Тăшман 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 самолет çухатнă. Курск çывăхĕнчи çĕнтерỹ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче калама çук пысăк вырăн йышăннă.

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ _ 1944 çулта çак кун Молдави тĕп хулине _ Кишинева нимĕçсенчен хăтарнă.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ _ 1739 çулта çак кун Бурхард Минихин ертсе пынипе вырăс çарĕсем Ставучан çывăхĕнче туркă çарĕсене çапса аркатнă.

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ _ 1813 çулта çак кун вырăс гварди çарĕ Кульма таврашĕнче французсене хирĕç çапăçура палăрнă.

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ _ 1944 çулта çак кун Ясско-Кишинев операцийĕ вĕçленнĕ, Молдавие нимĕçсенчен хăтарнă, Румыни вăрçăран тухнă.

Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ _ 1757 çулта çак кун Степан Федорович Апраскин ертсе пынипе вырăс çарĕсем Гросс - Егерсдорф çывăхĕнче пруссене çĕнтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика