АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пусăмĕ виçеллĕ пултăр

11 августа 2017 г.

Гипертони юн пусăмĕ ỹснипе, сывлăх япăхланнипе палăрать. Ăна пула миокард инфаркчĕ, инсульт пулас, куç сетчатки сиенленес хăрушлăх ỹсет. Чăваш Республикинче гипертонипе чирлĕ 50 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çак чирпе аптракансем хăйсене хăйсем пулăшма пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа тухтăр сĕнĕвĕсен витĕмлĕхне ỹстерме, чир аталанасран хỹтĕленме, пурнăçа лайăхлатма пулать.

Чир ан хавшаттăр тесен мĕн тумалла-ха? Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Ăна куллен виçĕр. Кăтартусене ятарлă тетрадь çине çырса пырăр. Юн пусăмĕ ỹссен васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Вăл киличчен 25 мг каптоприл (капотен) е 10 мг коринфар ĕçмелле. Чĕре ыратсан чĕлхе айне нитроглицерин хумалла.

Кунне 4-5 хут ялан пĕр вăхăтра апатланмалла. Çывăрас умĕн ытлашши çимелле мар. Шурă çăкăр, пылак, тăварлă, çуллă апат виçине чакармалла. Пахча-çимĕç, улма-çырла куллен усă курсан аван.

Калипе пуян çимĕçсене _ урюк, пăрçа, тинĕс купăсти, типĕтнĕ хура слива, иçĕм, абрикос, персик, хура хурлăхан _ ытларах çимелле. Чĕлĕмпе эрех-сăрана пурнăçран кăлармалла. Сигарет тĕтĕмĕнчи никотин нерв тытăмне пăлхантарать, чĕрене йывăрлăх кỹрет, юн тымарĕсене хĕстерет, юн пусăмне ỹстерет.

Ытларах хусканни вырăнлă. Куллен çур сехетрен кая мар вăтам хăвăртлăхпа утни лайăх. Ун чухне сывлăш пỹлĕнни, чĕре ыратни пулмалла мар. Кĕлетке виçи пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçынсен хăйсен çỹллĕшĕнчен 100, хĕрарăмсен 105 кăларнă виçе пулмалла. 20 процент ытлараххи _ самăрлăх.

Ыйхăпа кану йĕркине пăхăнма тăрăшмалла. Талăкра 8-9 сехетрен кая мар çывăрмалла. Уçă сывлăшра утса çỹрени, урана ăшă шыва чиксе ларни, каçхине çăмăл апат çини, телевизор пăхманни, лăплантаракан курăксенчен хатĕрленĕ чей лайăх çывăрса кайма пулăшаççĕ.

Стреса хирĕç тăма пĕлмелле. Ун пек чухне тарăн сывлани, аутогенлă хăнăхтарусем туни пĕлтерĕшлĕ. Кăмăлсăр лару-тăрăва лексен калаçу темине улăштарăр. Кун йĕркине пăхăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тухтăр çырса панă эмелсене палăртнă вăхăтра ĕçме ан манăр.

И. Шайкина, участокри врач-терапевт

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика