АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрăн ячĕ вилĕмсĕр

11 августа 2017 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнчен Афганистан вăрçине пиллĕкĕн хутшăннă. Вĕсенчен тăваттăшĕ паянхи кун пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Г. Козлов çамрăкăн пурнăçĕ 19 çултах унта татăлнă. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне Геннадий Николаевичпа пĕрле тата икĕ салтак, пĕр офицер вилмеллех аманнă. Ытла та кĕске пулчĕ-çке вĕсен кун-çулĕ.

Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те ял халăхĕн чĕре суранĕ пирчемест. Çак кунсенче паянхи телейлĕ пурнăçшăн пуç хунă паттăрăн ятне ĕмĕр асра тытас тĕллевне пурнăçларĕç: парк уçрĕç, асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Сăваплă ĕçе маларахах пуçăннăччĕ. Клуб умĕнчи паркри 33 тĕп йывăçăн тураттисене касса тирпейленĕччĕ, вĕсен вуллисене шуратнăччĕ. Кунта Юрийпе Анатолий Бородкинсем, А. Маркиданов хастарлăх кăтартнăччĕ. 100 тĕп çăка хунавĕ тата 50 тĕп лиственница (лăссине кĕркунне тăкакан чăрăш евĕр йывăçсем) лартнăччĕ. Вĕсем аванах тымар янă. Тивĕçлĕ канăва тухнă В. Зуев, Василийпе Николай Григорьевсем, В. Базманкина, В. Бородкин харсăр пулнăччĕ. Тунă ĕç çине пăхма та кăмăллă. Йĕри-тавра карта тытса çаврăннă.

Сăваплă та сумлă мероприятие ял халăхĕ йышлă пухăннă. Çак ятпа Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, Геннадий Николаевичăн йăмăкĕ Елена, А. Пестрова ветеран-педагог Н. Селиванов, ĕçе йĕркелесе пыракан комитет ертỹçи В. Базманкин тата ыттисем те сăмах илнĕ. Вĕсем маттур яшăн кун-çулне куç умне кăларнă.

Малалла спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă. Старта велосипедистсем тăнă. Финиша чи çамрăккисенчен Н. Лыскова, Р. Лысков, Н. Бородкин, шкул çулĕнчисенчен М. Иванкин, Д. Тарасова, аслăраххисенчен Р. Чашкин, М. Башкуртова, çитĕннисенчен Алексейпа Елена Иванкинсем малтан кĕнĕ.

100 метра чупса М. Иванкин, Н. Михайлов, Н. Морковкина, Р. Павлов, 800 метра Е. Чернов палăрнă. Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе парнесене тивĕçнĕ. Парни те сумлăскер. Асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăхĕ çинчен çырнă кĕнеке.

Волейбол турнирĕ те интереслĕ иртнĕ. Куçса çỹрекен кубока Советсен урамĕнче пурăнакансем çĕнсе илнĕ.

Мероприяти Сывлăшпа десант çарĕнче пулнисен кунĕпе пĕр килнĕрен, "çунатлă пехота" хастарĕсемте хутшăннă унта. Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарнă. Ял халăхĕ В. Базманкин депутат пуçарăвĕпе пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе кăмăллă. Василий Дмитриевич спонсорла пулăшу та самаях кỹнĕ. Анчах пăшăрхантараканни те пур.

Ял халăхĕ кар тăрса тунă ĕçрен вырăнти культура сферинче вăй хуракансем темшĕн пăрăнса юлнă.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика