АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра та старта тăраççĕ

11 августа 2017 г.

Спортсменсем "2016 çулта пирĕн республикăн 200 ытла спортсменĕ тĕнчери ăмăртусене хутшăнса Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пухмачне тĕрлĕ пахалăхлă 80 яхăн медальпе пуянлатнă. Кашни çав медале спортсменсем хăйсен пултарулăхне тата тăрăшулăхне, вĕсен тренерĕсен ăсталăхне пула çĕнсе илнĕ. Паян пирĕн 156 спортсмена 23 спорт тĕсĕ енĕпе Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисен кандидачĕсен списокне кĕртнĕ. Ку питĕ аван", _ тенĕччĕ Чăваш Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура.

Çак йыша пирĕн район спортсменĕсем те кĕреççĕ. Савăнтарать-çке. Акă маунтинбайк енĕпе Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн саккăрмĕш этапĕнче Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ, В. Афанасьев тренер патĕнче малтанхи хăнăхусене илнĕ И. Калентьева пысăк çитĕнỹ турĕ. Ирина 2008 çулта кросс-кантри енĕпе Олимп вăййисен бронза призерĕ те пулнăччĕ. Вăл çуралнă ялта çулленех спортсменка призĕсене çĕнсе илессишĕн маунтинбайк енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусем пулаççĕ.Ыран Нăрваш Шăхальне велосипедистсем пуçтарăнĕç.

И. Юманова Çĕпĕр марафонĕнче мала тухрĕ. Иртнĕ çул кĕмĕл медале тивĕçнĕскер, кăçал çак дистанцие чи лайăх кăтартупа парăнтарчĕ.

Л. Никитин тренер воспитанникĕ М. Киргизов Раççейре мала тухассишĕн çăмăл атлетикăпа 10000 метра чупса палăрчĕ.

Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ Э. Алеева та (тренерĕ И. Алеев) Раççей чысне хỹтĕлет. Иртнĕ çул вăл Болгаринчи Благоевград хулинче алă вăй виçессипе ылтăн медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Тĕслĕхсем тата та нумай илсе кăтартма пулать. Республика шайĕнчи пĕтĕмлетỹсем те савăнтараççĕ. Акă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан спартакиадăра çăмăл атлетикăпа, кире пуканĕ йăтассипе, алă вăй виçессипе, кĕрешессипе пирĕн район спортсменĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

_ Спорта кăмăллакан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан район пирĕн. Çакна мероприятисене йышлăн хутшăнни те çирĕплетет. Кăçал çеç 67 спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ. Ыран палăртакан Физкультурник кунĕнче йĕркелекеннине те çăмăл атлетикăна, мини футбол, шашка-шахмат, волейбол, чушкă вăййисене, кире пуканĕ йăтма, алă вăй виçме (тата ыттине те) кăмăллакансем йышлăн явăçасса шансах тăрас килет,_ тет "Паттăр" ФСКпа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А. Моисеев.

Тĕрĕсех ĕнтĕ. Стартсене шкул çулне çитмен ачасем тăраççĕ те çиччĕмĕш, саккăрмĕш теçеткене вакланисем таранах ăмăртаççĕ. Кашнийĕшĕн валли мĕнле те пулин килĕшекен спорт ăмăртăвĕ тупăнатех. Шкулсенче вĕренекенсем спартакиадăсене хутшăнаççĕ. Ку енĕпе çеç 19 енлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Кăçалхинче Первомайскинчи вăтам шкул ачисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнта Аслă Чементи вăтам шкул вĕренекенĕсем пулчĕç.

Ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем те спартакиадăсене хутшăнаççĕ. Хальлĕхе вĕсем йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа чупса, мини футболла выляса, шывра ишсе ăмăртрĕç. Малашлăхра тупăшăва тухмалли сахал мар-ха. Анчах мĕн палăртмалла. Кашни ял тăрăхĕнчех вырăна хумаççĕ ăмăртусене. Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсене курма пулмарĕ-ха вĕсенче.

Юлашки вăхăтра ГТО нормисене тултарасси пирки çивĕч калаçу пырать. Районти шкулсенче 9-11 _ мĕш классенче вĕренекенсем ку енĕпе умри тĕллевĕсене аван пурнăçлаççĕ. 600е яхăн шкул ачинчен 180-шĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Çитес çултан ГТО нормативне парассине кĕçĕнрех классенче вĕренекенсене те явăçтарасшăн. Ку енĕпе ачасене аслăраххисем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, район администрацийĕн, Патăрьел ял тăрăхĕн ĕçченĕсем хăйсен вăй-халне тĕрĕслерĕç те ĕнтĕ.

Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕнче, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăста специалистсем çителĕклех. В. Платонов, В. Афанасьев, И. Алеев, Л. Никитин тата ыттисем те нумаях пулмасть çак ĕçе кỹлĕннĕ В. Спиридонов, Ф. Ахметов çамрăксене куллен пулăшса пыраççĕ, спорт комплексĕ, стадион тулли хăватпа ĕçлетĕр тесе тăрăшаççех.

Спорт вăл _ сывлăх, чăтăмлăх, илем. Унпа кирек хăш ỹсĕмри те туслашма пултарать. Сывлăха çирĕплетме çỹрес текенсен кăмăлне Патăрьелĕнчи, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи, шкулсенчи спорт комплексĕсемпе стадионсем, спорт залĕсем тивĕçтереççĕ. Çуллахи е хĕллехи вăхăтра уçă пĕлĕт айĕнче те футболла, хоккейла, волейболла выляма пулать. Ỹркенмелле çеç мар. Уявсенче те старта тăраççĕ спортсменсем. Унпа "чирлисем" вара вĕсене хавхалантарса пыраççĕ.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика