АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн çурт умĕ капăртарах?

11 августа 2017 г.

Район 90 çул тултарнине халалласа район центрĕнчи урамсемпе тĕп площаде тĕрлĕ тĕслĕ гирляндăсемпе, илемлĕ баннерсемпе капăрлатса уяв сĕмĕ парас, организаци, учреждени, суту-илỹ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт умĕсене ку чухнехи дизайн мелĕсемпе усă курса хитрелетес тĕллевпе район администрацийĕ конкурс ирттермелли положение çирĕплетнĕ.

Конкурса кирек мĕнле харпăрлăх формиллĕ предприяти, организаци, учреждени коллективĕсем, уйрăм предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Юбилее тăрăшса хатĕрленĕ ĕçсене район администрацийĕн ятарласа çирĕплетнĕ комиссийĕ пахаласа хак парать.

Район юбилейĕпе çыхăннă конкурсăн çĕнтерỹçисене Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чыслаççĕ.

Уява хатĕрленсе капăрлатнă çуртсене "Чи лайăх предприяти, учреждени, организаци, пĕчĕк бизнес предприятийĕ (суту-илỹ предприятийĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприяти)" номинацисемпе хаклĕç.

Конкурс материалĕсене пахаланă чухне комисси çутă композицийĕн шухăш ăсталăхне, объектсене илем кỹмелле хатĕрленине, çуртсене çутă тĕлĕшпе капăрлатнă чухне дизайнăн çĕнĕ мелĕсене еплерех усă курнине пăхĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика