АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси уявне паллă турĕç

15 августа 2017 г.

Çурлан 13-мĕшĕнче строительсем хăйсен уявне паллă турĕç. Çак ятпа иртнĕ эрнекун район администрацийĕн залĕнче пархатарлă ĕçре ят-сум, хисеп çĕнсе илнисене чысларĕç.

Маларах вара район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфратытăм аталану пай пуçлăхĕ Н. Краснов хальхи вăхăтра районта пыракан строительство ĕçĕсемпе, малашлăх плансемпе, пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра тĕрлĕрен программăна явăçса пурнăçлакан объектсем сахал мар: çурт-йĕр те хăпартаççĕ, çĕнĕ çул-йĕр сараççĕ, ФАПсем хута каяççĕ, шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ тата ытти те. Çаксем пурте строительсен ăста аллипе пулаççĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Николай Дмитриевич вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, пысăк ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи И. Дикин та професси уявне паллă тума пуçтарăннă хастарсене, ветерансене сумлă праçникпе саламларĕ.

Уява пухăннисене централизациленĕ клуб системин артисчĕсем вара хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

А. Николаева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика