АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкакне кам саплаштарĕ-ши?

15 августа 2017 г.

 Шăпах çакнашкал ыйтупа кăсăкланса шăнкăравларĕç Хирти Пикшик ялĕнчен. Ĕçĕ-пуçĕ акă мĕн пирки пырать иккен.

Çак кунсенче вĕсен ялĕнче газовиксем "кăвак çулăмăн" кăмаки мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе çỹренĕ. Йĕркипе килĕшỹллĕн пĕрлех ăна тусан-хăрăмран тасатнă, кăпăк шывĕпе пăрăх сыпăкĕсене унтан-кунтан сĕрнĕ... 10-15 минут ĕçленĕшĕн хăйсен тарифĕпе çынсене 900 тенкĕ тỹлеттернĕ. Куншăн та ỹпкелешмеççĕ-ха хĕрарăмсем. Ĕçшĕн хаклă илеççĕ пулсан та, кашниех ыйтнă "кĕмĕлне" кăларса тыттарать. "04" служба работникĕсем çынсен çуртне кĕнĕ-кĕмен вĕсенчен пылесос пуррипе çуккине ыйтаççĕ иккен. Пур пулсан, çулталăкĕпе пуçтарăннă хăрăмсене ĕмтерсе илсе тасатаççĕ, çук пулсан щеткăпа шăлкалаççĕ. Редакцие хăйсен пăшăрханăвне çитерекенсен пылесосĕ ку таранччен чиперех ĕçленĕ-мĕн. Анчах газовиксем унпа усă курнă хыççăн вăл кавир çинчи тусана та туртайми пулнă, фильтрĕ хăрăмпа тулнă иккен. Акă мĕншĕн пăшăрханаççĕ абонентсем. Газ кăмакисене, пăрăхĕсене тĕрĕслеме тухнă бригадăн кирлĕ ĕç хатĕрĕсем пĕрлех пулмалла мар-ши? 80-90 çулхи пĕччен пурăнакан кинемейсемпе мучисем пылесоспа усă та курмаççĕ пулĕ. Ун пек чухне специалистсем кăмака çăварне уçаççĕ те хупаççĕ-ши?..

Сăмах май каласан, çак калаçу чылай çынна канăç паманнине вырăнсене ĕçпе тухса çỹренĕ чухне те пĕрре мар илтнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика