АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ номинаципе иртет

15 августа 2017 г.

"Çăкăр" историпе этнографи музейĕ район юбилейĕ тĕлне "Пăхсам, мĕнле лайăх эсĕ пурăнакан район" сăн ỹкерчĕксен конкурсне ирттерет. Çавна май унăн положенине çирĕплетнĕ.

Конкурс тĕллевĕ: çак енĕпе интересленекенсен ăсталăхне тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси, çитĕнекен ăрура патриотизм туйăмĕсене, гражданлăх идейисене вăратасси, ỹкерес пултарулăха аталантарасси, истори патне тавăрасси. Ĕçсенче тăван тавралăх илемĕ, çут çанталăкăн илĕртỹллĕ кĕтесĕсем, ĕç паттăрĕсем, вĕсен ăсталăхĕ сăнарлансан питех те вырăнлă.

Конкурс виçĕ номинаципе иртет. "Кампа мухтанмалли, мĕн упрамалли пур пирĕн" тематикăпа районăн историпе культура эткерлĕхне, тава тивĕçлĕ, ĕçре палăрнă ăру çыннисене, çар ĕçĕсен ветеранĕсене çутатма тăрăшмалла.

"Çак çĕре эпĕ Çĕршывăм тетĕп" номинаци анлă: тăван ен çут çанталăкĕ, наци тата культура йăли- йĕрки... "Районăн мехелĕ пысăк" номинацире мĕн пур харпăрлăхлă предприятисен, учрежденисен, организацисен ĕçĕ-хĕлне çутатма пулать.

Конкурса 18 çултан аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене тĕрлĕ тĕспе тумалла. Сăн ỹкерчĕксем 15х20 сантиметртан пĕчĕккĕ пулмалла мар. Вĕсене кам, ăçта, хăçан ỹкерттернине палăртмалла. Кашни хутшăнакан 5 ĕçрен мала тăратмалла мар. Ĕçсене çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 20-мĕш çуртра йышăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче палăртаççĕ. Ыйтса пĕлмелли тел.: 6-20-64.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика