АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăварпа пиçнĕ тăван пуринчен те хаклă

15 августа 2017 г.

Кăçалхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче "Авангард" хаçат страницинче Надежда Кошелевăн "Пĕр тăвансем 50 çултан пĕр ытамра" статйи пичетленсе тухнăччĕ. Автор материалта пĕр варта выртнă Аленăпа Валера хăйсен пурнăçĕнчи синкерлĕ шăпине пула çур ĕмĕр иртсен Аслă Чементе пĕр-пĕрне шыраса тупни çинчен çырнă. Нумай пулмасть çакнашкал тĕлĕнмелле тĕл пулу Шăнкăртамра та пулса иртнĕ. 37 çултан пĕр-пĕрне шыраса тупнă Ильгизарпа Энвер Ягфаровичсем хăйсен савăнăçне пайлама хаçат редакцине килме те ỹркенмерĕç.

Иртнĕ кун _ юхса кайнă шыв теççĕ. Çапах та улттăмĕш тата çиччĕмĕш теçеткене ваклакан арçынсем çакăншăн пач та ỹкĕнмеççĕ. Ватлăх кунсенче хăйсен юн тăванне тупнăшăн хĕпĕртесе пĕтеймеççĕ. Вĕсем чăнласах та пĕр несĕлтен пулнине ĕнентерекенĕ тата çирĕплетекенĕ вара ашшĕ _ Ягфар абый _ (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пулнă. Акă епле сỹтĕлет çак истори çăмхи.

1980 çулта Энверăн çемйи Муромра пурăннă чухне ăна ашшĕ ватă асламăшне Чăваш çĕршывне, унăн йăх-несĕлĕсем пурăнакан Тутар Сăкăтне, илсе кайса кăтартма ыйтать. 18 çулхи каччă хирĕçлемест, хаваспах килĕшет. Анчах та инçе çула тухиччен ашшĕ ăна халиччен чĕре варринче тытса упранă вăрттăнлăха та уçса парсан Энвер хыпăнсах ỹкет: унпа пĕр тăван тепĕр пиччĕшĕ Чăваш Енте пурăнать-мĕн!... Ашшĕ ăна унпа тĕл пулма ыйтать. Çакăн хыççăн шăпах чĕрине вут хыпнă та çамрăкăн. Мĕнле майпа, ăçта, кам пулăшнипе курнăçмалла? Мухотдиновсен йăх-несĕлне тăсакан тăванпа паллашас тĕллевпе Андрей Малахов ертсе пыракан "Пусть говорят", Михаил Ефремовăн "Жди меня" передачисене те ыйтупа тухнă Энвер Ягфарович. Усси пулман, пиччĕшĕ пирки информаци сахал пулнăран-ши, журналистсем шырав-тĕпчев йĕрĕ çине ỹкеймен. Пĕррехинче темĕнле майпа вăл Ильгизар хăйĕн амăшĕпе Йĕпреç районĕнчи Чăваш Буинск ялĕнче пурăннине пĕлет. Каллех тĕл пулас шухăша пуçран кăларса пăрахмасăр çак яла çыру ярать. Хальхинче те кăлăхах: "Адресат выбыл" текен çыру Энверăн мĕн пур кăмăлне çурмалла хуçать...

Тĕнче ырă çынсăр мар. Нумай пулмасть Шăнкăртамра пурăнакан Ильгизар Забиров сасартăк инçе çула _ Мурома _ тухса каять. Ырă хыпарпа та мар, иккĕмĕш сыпăкри тăванне юлашки çула ăсатма. Вилнĕ çынпа сывпуллашнă вăхăтра çакскер хăйĕн çине пĕр хĕрарăм шăтарасла пăхнине асăрхать. Арçын куçне те тартать, айккине те пăрăнать, çав-çавах куçран вĕçертмест. Калăн, ăна темĕнле хыпар систересшĕн. Ку чăнах та çапла пулса тухнă. Бугульмара пурăнакан виççĕмĕш сыпăкри Гельсиря йăмăкĕ Энверпа лайăх çыхăнура-мĕн, вĕсем тахçантанпа тĕл пулу шыранине те пĕлет. Вăт телей! Кам шутланă çак тĕлпулăва! Пĕр тăванне пытарма кайнă çын тепĕр тăванĕпе çывăхланать. Çакăн хыççăн вĕсем сăмах çине сăмах, хыпар çине хыпар пĕлтернĕ пĕр-пĕрне. Телефон номерĕсене, адрессене илнĕ. Тĕлĕнмелле тĕл пулу саманчĕ пирки çийĕнчех Энвер Ягфаровича та систернĕ. Çакă çеç кирлĕ пулнă 37 çул тĕл пулу шыракан çынна. Вăл чăтса тăрайман, çемйине систернĕ те çийĕнчех Набережные Челны хулинчен Шăнкăртама вĕçтерсе çитнĕ.

_ Муромран пĕр çулта чухне яла куçса килсен анне мана пĕччен пăхса çитĕнтерчĕ, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Шăпа Ульяновскине те, Йĕпреç районне те илсе çитерчĕ... Паян эпĕ хама чунпа, тăванлăхпа пуринчен те пуянрах туятăп. Çĕр çинче манпа пĕртăван тăватă шăллăмпа пĕр йăмăк (шел вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ-мĕн) пурăнаççĕ! Энвер шăллăм çине тăрса манпа тĕл пулнăшăн çемйипех çав тери савăнтăмăр. Ăна та пирĕн тăвансем, тăван Шăнкăртам ялĕ, ытарайми Патăрьел районĕ питĕ килĕшнĕ. Малашне пирĕнтен телейлĕ çын та пулмĕ..._ арçынла çирĕп чăтăмлăхне пăхмасăр савăнăç куççульне шăлчĕ Ильгизар Забиров.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика