АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

15 августа 2017 г.

Малалла, кашни лару çинчен тĕплĕн чарăнмасăр,  Совет председателĕсен хушамачĕсене çеç асăнса хăваратăп:

1. Петров Петр Петрович  - 21.03.1918 – 24.03.1918 –   Тăрăнти земски училищин учителĕ;

2. Селенин Ларион Григорьевич – 24.03.1918 – 21.06.1918, Патăрьел.

  3. Владимиров Тихон Владимирович – 21.06.1918 – 29.09.19218, Кĕçĕн Патăрьел;

 4. Волков Семен Ильич – 29.09.1918 - …10.1918 , Чăваш Ишек:

 5. Маллин Игнатий Ларионович - …10. 1918 – 02.02.1919, Патăрьел;

 6. Ершов Федор Петрович – 02.02.1919  - 05.04.1919,  Патăрьел;

 7. Селенин  Ларион Григорьевич – 05.04.1919 –12.1919, Патăрьел;

 8.Шаровский Яков Константинович - …12.1919 -15.06.1920. Кунтисем мар пулнă пулмалла.

  Ялсенче  те 1917 çултах тĕрлĕ улшăнусем пулма тытăнаççĕ. Анчах та ял Совечĕсем тÿрех йĕркеленеймен-ха. Пĕтĕм ĕçсене вырăнта суйланă Çĕр комитечĕсем йĕркелесе пынă.

1918 çулхи  утă уйăхĕн  11-мĕшĕнче ВЦИК ялсенче  Çĕр комитечĕсем вырăнне Чухăнсен комитечĕсем («Комитеты бедноты») йĕркелеме кăтарту парать.

Пĕтĕм Раççейри Советсен 1918  çулхи чÿк уйăхĕнче ирттернĕ черетсĕр 6-мĕш съезчĕ ялсенче Чухăнсен комитечĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă тесе ялсенче те Советсем йĕркелесе влаçа Советсен аллине пама йышăнать.

Малтанласа  ял Совечĕсенче председательсем пулма уессемпе вулăссенчен çÿлтен кăтартнă çынсене лартаççĕ. Ял Советсен председателĕсене те малтанхи вулăс Совет председателĕсене суйланă пекех час-часах суйлав ирттерсе кĕске срока çеç суйлаççĕ.

 

Чăвашсен наци обществине

йĕркелени

Чăвашсем хăйсен йышĕпе Раççейре 4-мĕш вырăнта тăнă. Анчах та вĕсем тĕрлĕ кĕпĕрнесене, тĕрлĕ вырăнсене саланса пĕтнĕ. Чăвашсен Атăл тăрăхĕнче пурăнакан пысăк йышне, ятарласа тунă пекех, икĕ кĕпĕрнене  - Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене уйăрса янă. Паллах, Хусан, авалтанпах кĕпĕрне хули пулнăскер, хăйĕн аталанăвĕпе Чĕмпĕртен чылай çÿлерех шайра тăнă. Апла пулсан та Чĕмпĕр те, тен Иван  Яковлевич Яковлев чăвашсем валли уйрăм чăваш шкулĕ уçнине пула та, ытти кĕпернесенчен, çав шутра  Хусан кĕпĕрнинчен те, тухнă çамрăксене хăй енне ытларах туртнă, вĕсем хăйсен пулас шăписене ытларах Чĕмпĕр хулипе çыхăнтарнă.

1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-28-мĕшсенче Чĕмпĕрте пĕтĕм чăвашсен 1-мĕш съезчĕ пулса иртет. Съезд Чăвашсен наци обществине (ЧНО) туса хурать.  Общество пуçĕнче, пĕтĕмĕшле илсен, эсерсем тăнă. Вĕсен хушшинче пирĕн енчисем Алюнов Гавриил Федорович («Краткая Чувашская энциклопедия» кĕнекери 63 стр.), Николаев Семен Николаевич (çавăнтах, 295 стр., район эциклопединче 156 стр.), Петров Дмитрий Петрович (çавăнтах, 321 стр.)та пулнă. Чăвашсен наци ирĕклĕхĕшĕн çине тăрса кĕрешекен çак виçĕ юлташ чăвашсем ирттерекен тĕрлĕ  съездсенче Раççейри Учредительнăй  пухăва кайма суйланнă 12 делегат хушшинче те пулнă.  Учредительнăй пухăва çĕршывра малашнехи пурнăçа мĕнле йĕркелемелли ыйтупа пухма палăртнă. Пухун пĕрремĕш ларăвĕ 1918 çулхи кăрлачăн 6 (19)-мĕшĕнче уçăлать.

Чăваш наци обществин съезчĕ ирĕклĕ Чăваш çĕршывне йĕркелес ĕçе малалла тăсма шутлать. Çав тĕллевпе ĕç ушкăнĕ йĕркелет, ăна ертсе пыма С.Н. Николаева суйлать. С.Н. Николаева ытти кĕпĕрнесенче те чăвашсем таччăн пурăнакан çĕрсене кĕртсе пулас Чăваш çĕшывĕн карттине туса хатĕрлеме хушса уйăрать.  Ушкăн ĕçне Г. Алюнов тата А.П. Прокопьев-Милли активлă хутшăнаççĕ. Часах çак ушкăн тивĕçлĕ карттăна туса хатĕрлет. Çав карта тăрăх Чăвашсен çĕршывĕ хальхинчен чылай пысăкрах пулмалла пулнă.

Чĕмпĕрте Чăваш наци обществине туса хунă хыççăн 7 уйăх ытларахран 1918 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрне Совечĕ çумĕнче Чăвашсен ĕçĕн комиссариатне туса хураççĕ, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче РСФСР Национальноçсен Халăх комиссариачĕ çумĕнче Чăваш пайĕ йĕркелеççĕ. Çак комиссариатпа та, Чăваш пайĕпе те  ертсе пырас ĕçре тĕп вырăнĕсене Даниил Семенович Семенов (Эльмен) пĕтĕмпех хăй аллине илет.

 

 Чăваш Автономи Облаçне

туса хураççĕ

Ку ыйту район йĕркеленĕ ыйтупа таччăнах çыхăнман, анчах чăваш халăхĕшĕн, çав шутра пирĕн район çыннисемшĕн те, малтанласа хăйсен Автономи облаçне, каярахпа Республикине туса хурас ĕç мĕнле кăткăс кĕрешÿре пулса пыни кăсăклă пулма тивĕç тесе, автор ку ыйтăва та  çутатса пама шутлать.

1917 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Совечĕ Раççейре  пур халăхсем те пĕр тан праваллă тесе Деклараци йышăнать. 1918 çулхи  кăрлач уйăхĕнче Пĕтĕм Раçсейри Советсен Виççĕмĕш съезчĕ «Декларация прав трудящегося и эксплуатируемого народа» ятлă  Декрет  йышăнать, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче  Советсен Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш съезчĕ РСФСР-ăн пĕрремĕш Совет Конституцине йышăнать. Çак Конституцин иккĕмĕш статйинче «Российская Советская Республика учреждается на основе свободного союза свободных наций как Федерация Советских национальных республик» тесе çырса хунă. Çапла  федерацинчи кашни халăх хăйĕн Республикине йĕркелеме ирĕк  илет.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР ВЦИК-ĕ тата СНК çакăн пек Декрет кăлараççĕ:

«Образовать Чувашскую Автономную область как часть Российской Социалистической Федеративной Республики с административным центром в г.Чебоксарах, в состав включить из Казанской губернии Цивильский, Ядринский и Чебоксарский уезды в полном составе, из Космодемьянского уезда волости Янгильдинская, Сюндырская, Татаркасинская, Акрамовская и Малокарачинская; из Симбирской губернии, из Курмышского уезда волости: Атаевская, Курмышская, Алгашинская; из Буинского уезда волости: Хомбусь-Батыревская, Муратовская, Тарханская, Шемуршинская и Шамкинская».

Декрета ВЦИК председателĕ М.И.Калинин, СНК председателĕ В.И.Ленин тата ВЦИК секретарĕ А. С. Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ.

Пăва уесĕнчен куçнă вулăссене пурне те Цивильск уесне панă.  Пăва уес ĕçтăвкомĕ  хăй Цивильск уес ĕçтăвкомне пĕтĕмĕшле чăвашсем çеç пурăнакан Патăрьел вулăсне те  хăй çумне илме сĕнет. Йышăнакан комисси  Патăрьел вулăсне ЧАО-на йышăнни çинчен акт çине кĕртмест, анчах та Цивильск ĕçтăвкомне 1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче тăратнă отчетĕнче Патăрьел вулăсне те кĕртсе çырать. Çак отчет тăрăх Адмкомисси 1921 çулхи  кăрлачăн 31-мĕшĕнче  Патăрьел  вулăсне  те ЧАО-на илнине çирĕплетет. ЧАО-на Пăва уесĕнчен куçакан вулăссем пурте хăйсен унччен суйланă Совечĕсемпех куçнă пулсан, Патăръел вулăсĕн хăйĕн советне çĕнĕрен суйламалла пулса тухать, мĕншĕн тесен Патăръел вулăс Совечĕн председателĕ Шаровский ЧАО-на куçма килĕшмест, вăл Патăрьел вулăс çынни пулман пулмалла.  Вулăс Совет председателĕн ĕçĕсене вара Шаровскин пулăшаканĕ (хальхи пек каласан заместителĕ) Сăкăт çынни Никифор Егорович Тинюков туса пыма тытăнать.Патăрьел вулăс совечĕн çĕнĕ суйлавĕ 1920 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулса иртет. Тăратнă 17 кандидатран Совета 7 çын суйлаççĕ. Совет ĕçтăвкомĕн председательне Н.Е. Тинюковах суйлаççĕ. Унăн заместительне Чăваш Ишек çыннине Сергей Николаевич Пушкина, секретарьне Кивĕ Ахпÿрт çыннине Афанасий Григорьевич Карягина суйлаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика