АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: шывăн турачĕ çук!

18 августа 2017 г.

 Çанталăк кĕр еннелле сулăннине пăхмасăрах юлашки кунсенче хĕвел аванах хĕртет. Çавăнпа та шăрăх çанталăкра кỹлĕсемпе пĕвесенче шыва кĕрсе уçăлас шухăшлисем те сахал мар. Ку тĕлĕшпе уйрăмах кăштах "киккириккине" хĕртнисем питĕ хăюллă. Ун пек чухне тинĕс те чĕркуççи таран теççĕ мар-и? Инкекĕ вара шăпах çавнашкаллисемпе сиксе тухать те. Акă, иртнĕ вырсарникун çеç республикăра виçĕ çын путса вилнĕ. Çĕрпỹри пĕвере пулса иртнĕ пăтăрмах шăпах икĕ тус ỹсĕр пулнипе çыхăннă. Вĕсем паттăрланса шыв урлă ишсе каçма хăтланнă. 54 çулхи арçыннăн кỹлĕ варрине çитсен вăйĕ пĕтсе ларнă та тухайман. Унăн виллине çăлавçăсем çеç шыраса тупнă.

Хисеплĕ ентешсем! Хальхи вăхăтра вут-кăвартан çеç мар, шывра инкек курасран та сыхă пулмалли тапхăр. Асăрханăр: унăн турачĕ çук! Уйрăмах пĕчĕк ачасене хăйсем тĕллĕн çыран хĕрринелле ан ярăр. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика