АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев _ вырмана хăвăртлатасси

18 августа 2017 г.

 Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем куллен-кун вăй илсе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем уяр кунăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ.

_ Кĕрхи культурăсем районта 4000 гектара яхăн. Вĕсене пухса çапассине вĕçленĕпе пĕрех. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çурхисене тĕшĕлеме пикенчĕç. Тĕштырă тухăçĕ аван. Çут çанталăкăн начар енĕ çуках иккен,_ тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă май.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче комбайнсем кĕрхи туллăн юлашки гектарĕнче çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. "Уй-хир карапĕсемпе" Н. Черновпа Н. Анюров ĕçлеççĕ. Çĕнĕ тухăçа йĕтеме В. Чермасовпа А. Бакашин водительсем турттараççĕ.

_ Пиçсе çитнĕ тырпула пухса кĕртме икĕ комбайн хутшăнать. Тепри те юсавлă. Çурхисене 600 гектар ытла çитĕнтернĕ. Кĕр мăнтăр пуласси куç умĕнче. Çĕр ĕçченĕн тăрăшуллă ĕçĕ сая каймарĕ,_ тет ывăç тупанĕ çинчи пучаха шĕкĕлчесе хуçалăх ертỹçи П. Никифоров.

Районти кирек хăш харпăрлăхлă хуçалăхра та ĕç çакнашкал пыни савăнтарать. "Колос" çĕрĕç фирминче, акă, Б. Думилин ертỹçĕ хăй штурвал умне ларнă. Комбайнерĕ курăк анинче ĕçлет-мĕн.

"Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче кĕрхи тулла маларах паккуспа вырса кушăхтарнă. Çапнă тухăç йĕтеме кĕрет. Ăна икĕ сортировкăпа тасатаççĕ. Тырă пахалăхĕ кĕлете кĕртме тивĕçтерет.

           А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика