АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлỹ çулĕ кантăкран шаккать

18 августа 2017 г.

 Ачасен сассинчен шăпланнă вĕрентỹ учрежденийĕсем каллех çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Çурла уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн ĕçченĕсем шкул-садсемпе шкулсем мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнине, юсав ĕçĕсем епле пынине тишкерес тĕллевпе вырăнсенче пулчĕç. Шкулшăн тунсăхланă ачасене вĕсенче хăтлăх кĕтет-и? Ĕç кабинечĕсем хатĕр-и? Çак тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç комисси членĕсене. Маларах вĕсенче Роспотребнадзор, пушар хуралĕн, шалти ĕçсен пайĕ тата ытти яваплă служба ĕçченĕсем пулнăччĕ.

Районти кирек хăш шкула илсен те лайăххисене палăртмалли нумай. Май килнĕ таран кашнийĕнчех коридорсене, кабинетсене сăрласа тĕс кĕртнĕ. Çурт умĕсенче хитре чечексем çеçке çурнă.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта технологи, физика кабинечĕсем, вĕрентỹ мастерскойĕ ку чухнехи требованисене тивĕçтереççех. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн пахчи питех те илĕртỹллĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул çĕнĕ-ха. Çавах педагогсем пĕрре те ỹркенмен: кабинетсене сăрласа илемлетнĕ, кирлĕ методика литературисем те çителĕклĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти педагсен коллективĕ ыр сăмаха тивĕçлех. Кунтан кăçал вĕренсе тухнă ачасем пĕтĕмĕшпех малалла пĕлỹ тытма шут тытнă. Ытларахăшĕ аслă шкулсене бюджет системипе вĕренме кĕнĕ. Авăнăн 1-мĕшне 991 ача килмелле. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем те 124-ăн пулаççĕ.

Педагогсем çивĕч ăслă ачасем хатĕрлеме пултараççех. Ахальтен мар вĕсем район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче çĕнтереççĕ. Шкул та ялти вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтерỹçĕсен шутне кĕрет.

Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вĕрентỹ учрежденийĕ Раççейри Экологи çулталăкне хутшăнни куç кĕрет. Шкул умĕпе _ асфальт çул хĕррипе _ тăршшĕпех чечек ỹсет. Шал енче те вĕсен ытамне кĕретĕн. Столовăй валли купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, укроп... çитĕнтереççĕ. Вĕсен йăранĕсем таса та тирпейлĕ.

Коллектив шкул сайтне "каникула" яман. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Анчах 10 çул ĕçлекен çуртăн коридорĕсене сăрлама вăй-хал çитереймен курăнать.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани паракан стендсем сахал мар. "Вилĕмсĕр" полк та вырăн тупнă коридорта. Спорт çитĕнĕвĕсене курса савăнма пулать. Чăвашлăха упрама тăрăшаççĕ. Шкулта вĕренекен кашни ачан наци тумĕ пурри те çакна çирĕплетет. Кунта Раççей, республика шайĕнчи ăмăртусем, мероприятисем пулаççĕ. Çавна май шкула утса кĕрекен çул хĕррине илем кĕртсен вырăнлах та пулнă пулĕччĕ.

Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта çĕнĕлĕхсем пурах. Алăксене, чỹречесене улăштарнă. Республика программипе килĕшỹллĕн спортзала (972 пинлĕх) юсанă. 97 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ туяннă. Ача шучĕ сахалраххи çеç пăшăрхантарать. Чăваш чĕлхипе литература кабинетне (М. Мадюкова) чи лайăххисен шутне кĕртме май пур пулсан, географи площадки илĕртỹсĕр.

Турханти вăтам шкулта юсав ĕçĕсене çанă тавăрсах пурнăçланă. Ал туни вырнаçмалăх пĕр сăрламан лаптăк хăварман тесен те тĕрĕсех пуль. Сĕтелсем йăлтăртатса тăраççĕ. Спортзал та илĕртỹллĕ. Гимнастика тумалли тата кĕрешмелли уйрăм пỹлĕм тунă. Коридорти стендсем тематикăпа çыхăннă. Пахча-çимĕç те çитĕнтереççĕ.

Упамсари тата Шăхачри шкул-садсен шăписем пĕрешкелрех: 1-4 классенче 15-17 ача вĕренеççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

Аслă Чементи вăтам шкулта хĕле кĕриччен пурнăçламалли пысăк ĕç тăрать. Çуртра пĕрешкел температура тытăнса тăтăр тесен хутса ăшăтмалли системăна, ăшă трассине улăштармалла. Кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсессĕн юсав ĕçĕсене пуçăнасшăн.

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкула та çак шăпах кĕтет. Унта юсав ĕçĕсене пуçăнасшăн.

Турхан тата Аслă Чемен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те (А. Еремеевпа Г. Медведева) интереслентерчĕ шкулсен шăпи. Вĕсем тĕрĕслев комиссийĕпе пĕрле çỹрерĕç.

Кирек хăш шкулта та пĕчĕк кăлтăксем, туса çитерейменнисем тупма пулатех. Хăшне-пĕрне районтан килекен комисси тĕрĕслевĕччен тирпейлеме те пулнă. Вĕрентỹ процесĕ ăнăçлă пытăр тесен мĕн пур требованисене пурнăçламаллах. Ачасем шкулти хăтлăха курса тăрăшса пĕлỹ пухма пултарччăр. Экологи, санитари тĕлĕшĕнчен те тивĕçтертĕр вĕренỹ учрежденийĕ. Сĕтел-пуканĕ те меллĕ пултăр. Çутă та, ăшă та кирлех. Тирпей-илем тытса тăма тепĕр чухне тăкак та каймасть. Ỹркенменлĕх пулмалла. Пурте вĕрентỹ стандартне тивĕçтермеллех. Комисси кашни лайăх енсене шута илчех. Хастаррисен ĕçне педагогсен районти конференцийĕнче палăртассине пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова. Юлнă шутлă кунсемпе усă курса палăртнă çитменлĕхсене кирек ăçта та пĕтерме тăрăшмаллах.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика