АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сабантуйра савăнчĕ

18 августа 2017 г.

ç Шăнкăртамри Халăхсен туслăхĕн паркĕнче ачасен йăлана кĕнĕ сабантуйĕ иртрĕ. Вăл кăçалхипе 11 хут пулчĕ. Унта çуллахи каникул вăхăтĕнче Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи мăсăльман тĕн прихучĕсен çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсенче каннă ачасем те хутшăнчĕç.

Уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов, Мускав хулипе "Московский Муфтият" тĕп регионĕн Мăсăльман Тĕн управленийĕн муфтийĕ, ЧР Мăсăльман тĕн управленийĕн муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов, республикăри Тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов тата ыттисем те саламларĕç.

Уяв коран вуланипе пуçланчĕ. Мечĕтсенчи çуллахи курссене çỹренисем викторинăна, конкурссене хутшăнчĕç. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ, вăйă ача-пăчана илĕртрĕ. Çемьепе канма та пулчĕ унта. Аттракционсемпе суту-илỹ ĕçлерĕ. 9 команда ăмăртрĕ. Çĕнтерỹçĕсем сумлă парнесене тивĕçрĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика