18 августа 2017 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен юлашки салтак тухнăранпа 72 çул иртрĕ пулин те çĕнтерỹ пĕлтерĕшĕ ỹссех пырать. Анчах шел, çамрăк ăрушăн чĕрĕ палăк вырăнне шутланакан вăрçă ветеранĕсем, унăн синкерлĕхне хăйсен чĕлхипе каласа паракан паттăрсем çултан-çул сахалланса пыраççĕ. Паян вĕсем пирĕн районта 28-ăн çеç юлчĕç... Вĕсенчен иккĕшĕ _ Çĕнĕ Ахпỹртри Петр Майоровпа Петр Трифонов _ Курск пĕккинчи хĕрỹ çапăçăва хутшăннăскерсем.
Иккĕшĕ те вуннăмĕш теçеткере пыраççĕ. Сывлăхĕпе савăнмалла мар пулин те, çак кунсенче П. Трифонов вăрçă ветеранĕпе унăн килĕнче курнăçма май тупрăм. Тĕрĕссипе, вăрçă ветеранĕ эпĕ пынă чухне те вырăнпах выртатчĕ. Ăна куçран вĕçертмесĕр пăхакан Марианна кинĕ эпир килнине пĕлсен йăтса çеç тухса лартрĕ. Петр Афанасьевич 6-7 çул ĕнтĕ çут тĕнче илемне пач та курмасть.Юлашки çулсенче ури те итлеми пулнă, хăлхи те мăкалнă, чĕлхи те пăтраннă... Ватлăх паллисем вăхăтĕнче кĕреш пек тĕреклĕ арçынна та парăнтарнă.
_ Юлашки çулсенче çапла йăшрăмăр. Телейĕ хыçра та, асапĕ умра темелли çеç юлать пирĕн. Сывă чухне Петя пĕрмаях ачасене, мăнуксене вăрçăра пулнă кăсăклă самантсене каласа паратчĕ. Лешсем юмах пек итлесе ларатчĕç. Мăшăрăм калаçура вилĕмĕ хулпуççи урлах пулнине ялан аса илетчĕ. Пỹлĕхçĕ пулăшнипех чĕрĕ юлнă-тăр çав. Кайран та пурнăçра хурапа шуррине самай черетленĕ. Мăшăрĕ кĕçĕн ачи пилĕк çулта чухне çамрăклах çĕре кĕчĕ. Сак тулли сакăр ачана çак килте йышăнса вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма Турă çырчĕ мана. Тавах пурне те хăйсен тăван амăшĕ пекех ăшшăн йышăнчĕç. Пĕрле пуç шуратнă çыннăмпа ĕмĕрĕме ирттернĕшĕн паян та савăнатăп,_ хăйпе паллаштарнă май калаçăва пуçларĕ Евгения Николаевна.
Вăрçă пуçлансан нумай та вăхăт иртмен, Петĕр тетене Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма ят тухнă. Фронт командованийĕн чи йывăр та яваплă ĕçĕсене пурнăçлама тивнĕ çамрăк салтакăн. Малтан снайпер, кайран разведчиксен уйрăмĕн, танк командирĕ пулнă. Çемье архивĕнче паянхи кун та упранакан спайпер кĕнекинче вăл 64 тăшмана ураран ỹкерни паллă. Çар заданийĕсене тỹрĕ чунпа та тăрăшса пурнăçланине унăн наградисем те çирĕплетеççĕ. Пирĕн ентеш çарти тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав, Аслă вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсене, "Çарти хисепшĕн" медале илме тивĕçнĕ.
Ашшĕ, аслашшĕ ачисене, мăнукĕсене вăрçă нуши, унăн синкерлĕхĕ пирки каласа панисем вара çемье реликвийĕ пекех ламран-лама куçĕ. "Пирĕн асатте разведчик чухне пĕр-пĕччен штаба виçĕ "чĕлхе" тытса килнĕ. Тепрехинче тата нимĕçсене парăнас мар тесе туалета сикнĕ. Унтан аран-аран хăтăлса тухнă. Тăшмансен аллинчен кĕпере туртса илес тесе чее хăтланнине те каласа панă пире. Вăл чăн-чăн паттăр пулнă",_ юратнă аслашшĕ пирки каласа пĕтереймест Сергей. Юн тăванне пăхсан 14 мăнукĕ çеç мар, мăнукĕн 18-мĕш ачи те хăйсен çывăх тăванĕ вăрçăра çапăçнишĕн çапла мăнаçланни, ун пирки каласа пама пĕлни савăнтарчĕ. Пирĕнпе хутшăнса калаçма хевти çитмерĕ пулин те, Петр Афанасьевич калаçăва ăнлансах ларчĕ пулас, темиçе çул уçăлайман куçĕнчен пăчăртанса тухнă тумламсене сарăмсăр çеç сăтăрчĕ. Ку ĕнтĕ ăна пăхакан Юра ывăлĕпе Марианна кинне тав туни вырăнне те пулчĕ-тĕр.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)