АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

18 августа 2017 г.

Ытти уессенчен ЧАО-куçакансем, каялла тухакансем татах та пулнă-ха ĕнтĕ, анчах кунта эпир, сăмах тĕппипе Патăрьел районĕ çинчен пынине шута илсе,  вĕсем çинчен  асăнмăпăр.

1920 çулхи  çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп Комитечĕн йĕркелекен бюровĕ (Оргбюро) ЧАО-ри ĕçсемпе ертсе пыма вăхăтлăх совет органĕ _ Революцилле комитет (Ревком) _ туса хурать. Ревком 1920 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче хăйĕн 1 №-лĕ приказĕпе хăй ĕçе тытăнни çинчен пĕлтерет.

Чăваш Автономи облаçĕн Совечĕсен  пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта 1920 çулхи чÿк уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче пулса иртет. Съезд ЧАО-н ĕç тăвакан Комитетне суйлать. Маларахри Ревкомпа та, çĕнĕрен суйланă  Ĕçтăвкомпа та Эльмен ертсе пыма тытăнать.

Анчах та Эльмене хăйне те хресченсен пăлхавĕ пирки айăпласа икĕ уйăхранах, 1921 çулхи кăрлач уйăхĕнчех, ку ĕçрен кăлараççĕ.  Часах тĕрĕс мар кăларнă тесе  реабилитаци тăваççĕ-ха, анчах ĕлĕкхи  область ĕçтăвкомĕн председательне ларса облаçпа ертсе пыраймасть ĕнтĕ вăл.  1922-1923 çулсенче вара Эльмен ВКП(б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш  секретарĕнче ĕçлет.  Вăл вăхăтра ертсе пырас ĕçре парти мар, Советсем  вăйлăрах пулнине шута илсен, Эльменĕн ĕçри вăйĕ самаях чакать.

Патăрьел  уесне йĕркелеççĕ

Тутар Республикинчи  Пăва уесĕнчен  ЧАО-на куçнă вулăссене тата уйрăм ялсене пурне те Çĕрпÿ уес шутне кĕртеççĕ. Çĕрпÿ уесĕ вара питĕ пысăкланса каять, çавăнпа та  унпа ертсе пырас ĕçре йывăрлăхсем тухса тăраççĕ.

Çакна шута илсе Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ хăй патне куçнă вулăссемпе  тата ялсемпе ертсе пыма 1920 çулхи  авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Йĕпреçре  революцилле тройка (ревтройка) туса хурать. Малтанласа унăн председателĕ Разумов, çумĕ Етрухин, секретарĕ Исааков пулнă. Анчах та Разумова авăнăн 8-мĕшĕнчех çара илсе каяççĕ, ун вырăнне председатель пулма Дмитрий Захарович Захарова (район энциклопединче  78 стр.) çирĕплетеççĕ. 

Ревтройка хăйĕн ĕçне пикенсех йĕркелеме тăрăшать-ха, анчах хăй умне лартнă тĕллевсене, пур ыйтăва та тĕппипех татса параймасть, кашни ыйтупах Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ килĕшессе кĕтмелле пулнă. Çавна пула пурнăç умне уйрăм Патăрьел уесĕ йĕркелес ыйту тухса тăрать.

Çĕнĕрен йĕркеленĕ Патăрьел усне тата ытти хăш-пĕр вулăссем те хăйсене йышăнма ыйтаççĕ.  Анчах та çÿлти органсем Чăваш Автономи облаçне Шăмалак, Алькеево тата Курнавăш вулăсĕсенчи чылай ялсене çеç куçараççĕ, Тăмпаел вулăсне куçарас пирки сăмах та хускатмаççĕ. Упи вулăсĕпе те тивĕçлĕ решени кăлараймаççĕ, вăл ыйту та тавлашуллă  тăрса юлать.

 Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ 1920 çулхи  çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧАО-н ревкомĕ умне ТАССР-ран куçнă вулăссенчен çĕнĕ уес йĕркелес ыйтăва пăхса тухать. 1920 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧАО  ревкомĕ çĕнĕ уеса тата унăн центрне Йĕпреç станцийĕ çумĕнчи поселока  йĕркелеме  килĕшет. 1921 çулхи  утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Область ĕçтăвкомĕ çĕнĕ уес йĕркеленипе килĕшет, уеса Патăрьел уесĕ тесе ят парать. Çĕнĕ уезд йĕркелесси çинчен хăйсен ыйтуне РСФСР шалти ĕçсен Халăх комиссариатне тата ВЦИК-ăн Администраци комиссине тăратать.

1922 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче ВЦИК хăйĕн йышăнăвĕпе Патăрьел уесне çирĕплетет, анчах та Патăрьелне çул çÿреме йывăррине кура  пулмалла, уес центрне вăхăтлăха  Йĕпреçрех хăварма килĕшет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика