АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инçе çула çывăхлатса

18 августа 2017 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан В. Мешковпа мана республикăри куç больницинче пĕрле сипленме тỹр килчĕ. Çынпа мĕн чухлĕ калаçатăн, ăна çавăн чухлĕ ытларах пĕлетĕн. Вадим Маркович хуçалăхра тĕп зоотехникра нумай çул ĕçленĕ-мĕн. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Республика Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн аллинчен Мешковсем "Юратупа шанăçлăхшăн" медаль та илме тивĕçнĕ.

Юрлама та ăста Вадим Марковичпа Вера Георгиевна. Ялти фольклор ансамбльне çỹреççĕ. Пирĕн хамăрăн та "Шевле" ушкăн пур. Тен, çакă та калаçăва сыпăнтарма пулăшрĕ пире. Пĕринче тата Пăлапуç Пашьелне концертпа каяс шухăш та çуралчĕ. Ăна пурнăçа кĕртме май та пулчĕ. Транспорт ыйтăвĕпе республикăри ял хуçалăх министрĕ патне тухрăмăр. С. Артамонов "Газельпе" тивĕçтерчĕ.

Республикăн анлă та тулăх уй-хирĕсем мĕлтлетсе çеç юлаççĕ. Пăлапуç Пашьелне çитнине сисмерĕмĕр те. Мĕн тери илемлĕ вырăн кунта. Кăмăллăн кĕтсе илчĕç артистсене ялта. Кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Чуна пырса тивекен вырăс, чăваш халăх юррисене шăрантартăмăр, ташларăмăр. Пирĕн ушкăнра тăххăрмĕш теçеткене ваклани те пурччĕ.

Культура эткерлĕхне тытса пырас тĕлĕшпе калаçу та пуçартăмăр. Пашьелсем те янăравлă саслă иккен.

Республикăри чылай яла концертпа çитнĕ эпир. Вĕсем пурте аса илỹсенче юлаççĕ. Мĕн палăртасшăн-ха çакăнпа. "Шевле" ушкăна çỹрекенсенчен ытларахăшĕ куç курманнисем. Патăрьел районĕнчи инвалидсен обществин председателĕ Н. Лепешкин кунта çитсе тав туни те кăмăла кайрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Никитин чăваш халăх йăли-йĕркине тытса пырас, культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Ю. Сергеев, куç курманнисен обществин республикăри организацийĕн председателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика