АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

22 августа 2017 г.

Патăрьел уесĕн тĕп  учрежденийĕсене Йĕпреçе куçараççĕ

Кунта автор çак тапхăрта ниçтан ăнланмалла мар пĕр кăсăклă ĕç çинчен каласа парасшăн. Уес центрне  вăхăтлăха çеç Йĕпреçре хăварма килĕшнĕ пулсан та,  уесăн тĕп учрежденийĕсем, çав шутра уес ĕçтăвкомĕ те Патăрьелĕнчех ĕçленĕ-ха.  РКП(б) Чăваш обкомĕ 1922 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 163 Постановленийĕпе  уес центрне пĕмĕшпех Патăрьелĕнчен  Йĕпреçе куçарма хушать.

Уес ĕçтăвкомĕ ку хушăва çак уйăхăн 13-мĕшĕнчех хăйĕн ларăвĕнче сÿтсе явса, тивĕçлĕ сăлтавсем кăтартса уес центрне Патăръелĕнчех хăварма ыйтать. 1923 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕш тĕлне уесăн пĕтĕм учрежденийĕ Йĕпреçе куçса пĕтет. Уеса та  Йĕпреç уесĕ теме тытăнаççĕ. Анчах та пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ВЦИК-ăн 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Постановленинчен иртеймесĕр документсем çине Патăръел уесĕ тесе çырсах алă пусаççĕ. Уес ячĕ вара пур пĕрех документсенче 1927 çулта çĕнĕрен районсем йеркелесе яричченех  Патăръел уесĕ ятпа юлать. Уес центрĕ Йĕпреçе куçнă хыççăн  та  уес Совечĕн предселателĕнче Захаров Дмитрий Захаровичах ĕçлет.

1922 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăръелĕнче уес Совечĕн II-мĕш съезчĕ иртет. Съезда Уес Совет председателĕ Д.З.Захаров уçать. Президиумра Янаслов, Антонов, Евграфов, Токташкин, Топтыгин, Иванов; секретарĕсем Крыловпа Соколов пулнă. Съезд уес ĕçтăвкомăн çĕнĕ йышне суйлать. Суйлава икĕ список  тăратаççĕ: коммунистсен фракцийĕнчен тата партире тăманнисенчен. Хăш-пĕр кандидатсем икĕ списокĕнче те пулнă, Захаров вара партире тăманнисен списокĕнче çеç пулнă. Сасăланă хыççăн уес ĕçтăвкомне коммунистсен фракцийĕ тăратнă кандидатсем çĕнтерни  курăнать: Янаслов, Антонов, Соколов, Крылов, Евграфов, Данилов, Гаврилов, Пожеданов, Муллин, Портнов, Фасхутдинов. Вĕсен çумне Васильев, Мантусов, Иванов, Беззубов кандидатсем суйланаççĕ.

Çĕнĕрен суйланă уес ĕçтăвкомĕ хăйĕн чÿк уйăхĕн  II -мĕшĕнчи ларăвĕнче ĕçтăвком председателĕ пулма Иван Васильевич Янаслова суйлать (энциклопединче 280 стр.). Захарова вара Шупашкар ĕçтăвком председателĕ пулма куçараççĕ.

 

 Патăрьел вулăс

председателĕсем  çинчен

Ку тапхăрта вулăссенче те, ялсенче те Совет председателĕсем  унчченхи пекех кашни çулах ылмашса тăнă-ха. 

Патăръел вулăсĕ ЧАО-на куçсанах вулăс Совет председателĕ пулса Тинюков Никифор Егорович ĕçлени çинчен, 1920 çулхи  чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ вулăс Совечĕн I съезчĕ вулăс Совет председательне пулма ăнах хăварни çинчен çырнăччĕ ентĕ. 1921çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ вулăс Совечĕн II-мĕш съезчĕ Вулăс Совет председателĕ пулма Леонтий Федорович Паймина суйлать.  Анчах та Паймина часах урăх ĕçе куçараççĕ пулмалла, ун вырăнне вара вулăс Совечĕн председателĕ пулма  Александр Антонович Антонова Татмăш çыннине çирĕплетеççĕ (энциклопедире 21 стр.).

1923 çулхи чÿк уйăхĕнче пулса иртнĕ вулăс Совет съездĕнче  Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма Çĕнĕ Ахпÿрт çыннине Прокопий Александрович Колпакова суйлаççĕ (энциклопедин 2- томĕнче 121 стр.)

Вулăсăн 1924 çулхи юпа уйăхĕнче пулса иртнĕ IV-мĕш съезчĕ  РКП(б) вулăсри ячейки сĕннипе (ку тапхăрта парти органĕсен вăйĕсем ÿсни, вĕсем совет органĕсене те кăтартусем,  сĕнÿсем, хушусем пама пултарни палăра пуçлать ĕнтĕ) Вулăс Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма шкулта учительте ĕçлекен Сăкăт çыннине Федор Иванович Иванова суйлать (энциклопедире 81 стр.). Анчах та Иванова çав çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчех Шупашкара  облаçăн промышленность пай пуçлăхĕ пулма куçараççĕ. Вулăс Совет председательне вара каллех Александр Антонович Антонова суйлаççĕ. Антонов ку ĕçре 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченех, уессемпе вулăссене пĕтерсе районсем йĕркеличченех ĕçлет.

Чăвашсем те Автономи Республикине йĕркелеççĕ.

 

     Пурнăç Республика тума  хистет       

Часах  Чăваш Автономи облаçĕ  хăйĕн территорийĕпе çеç малалла аталанайманни курăна пуçлать.   Чăваш  область Совечĕ хуçалăха малалла аталантарас тесе тĕрлĕ мерăсем те йышăнать,  анчах вăл мерăсем область хуçалăхне, унăн культурине, пурнăçра ĕç халăхĕн политикăлла активлăхне  ÿстерме пулăшаймаççĕ. Кунта чăнах та 1921-1922 çулсенче выçлăх пулни те питĕ чылай чăрмав кÿнĕ-ха ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ытти облаçсемпе Республикăсен пулăшăвĕ  те  ĕçе малалла аталантарса пыма вăй çитереймен.

Облаçăн экономикипе культура шайне ÿстерсе пырас тесен чи малтанах облаçăн экономика базине çирĕплетмелле пулнă. Çавна пула облаçран республикăна куçас ыйту кунран кун çирĕпленсе пырать. Ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явса тивĕçлĕн татса парас тесе 1922-çулхи  утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче  Чăваш  облĕçтăвкомĕ уйрăм комисси йĕркелет. Çак уйăхăн 22-мĕшĕнчех вара Облĕçтăкомăн,  РКП(б) Чăваш обкомĕн тата уессен представителĕсен   пĕрлехи анлă ларăвĕ  пулса иртет. Лару ВЦИК-ран тата РКП(б) Тĕп комитечĕнчен  Чăваш Автономи Облаçĕнчен Чăваш Автономи Республики йĕркелеме ыйтса йышăну кăларать.

Республика йĕркелес ĕç мĕнле йывăрлăхпа пынă

 1922 çулхи утă уйăхĕнче ЧАО-н ятарласа йĕркеленĕ делегацийĕ Мускава ВЦИК-а тата Наркомнац представителĕсемпе тĕл пулса консультаци илме  кайса килет. Ун хыççăн çеç ЧАО-ра Республика йĕркелес ыйтупа çĕнĕ проект тăвассипе ĕçлеме тытăнаççĕ. 1924 çул тĕлне çак проекта хатĕрлесе çитереççĕ. Проекта 1924 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче РКП(б) Чăваш обкомĕн пленумĕнче, 28-мĕшĕнче Облĕçтăком сессинче пăхса тухса йышăнаççĕ. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче  Обкомпа облĕçтăвком  хатĕрленĕ проекта ВЦИК-а тăратаççĕ.

ВЦИК çакăн пек Постановлени йышăннă  хыççăн ытти çĕрте пурăнакан чăвашсем те хăйсене Чăваш Республикине куçма ирĕк ыйтма тытăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Уби вулăсĕнчи чăвашсем пухăнса  Чăваш Республикине куçас тесе хăйсен вулăс Совечĕн съездне те ирттереççĕ. Вулăс  Советне те çĕнĕрен - Совет председательне  Федор Чебоксарова, членĕсене Зиновий Головинпа Фома Зайцева суйлаççĕ.  Съезд хăйсене Патăръел уесне илме ыйтса уес ĕçтăвкомне çакăн пек телеграмма та ярать:

«Чрезвычайный съезд Советов чувашских селений, отходящих из Убеевской волости Татреспублики в Чувашскую республику шлет сердечный привет Батыревскому Уисполкому Братский привет (текстра çакăн пек, И.И.) и выражает ему полную готовность неустанно трудиться на благо родного  народа под руководством Батыревского УИК-а.»

 Патăръел УИК председателĕ Федоров Шупашкара  Чăваш ЦИК-не  ВЦИК постановленинче кăтартнă  ялсене йышăннă  тесе пĕлтерет.

Анчах та тутарсем кăтартнă ялсене чăвашсене пама килĕшмеççĕ. Федоров вара Чăваш ЦИК-не  «телеграфирует, что кантонский  исполнительный комитет на основании распоряжения  Тат. ЦИК отказывается передавать  эти селения».

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика