АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур тăвансем пухăнсан

22 августа 2017 г.

Туслăхра _ вăй, тăванлăхра хăват, тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Пĕр-пĕринпе юлташлă, хурăнташлă пурăннине мĕн çиттĕр. Туссемпе тăвансем пулсан эпир кашнийĕшех пуян.

Шăпах çакна тĕпе хурса Первомайскисемпе Вăрмарти Арапуçсем тăванла тĕл пулу ирттерчĕç. Ваçлей Миттапа Давыдов Анатри ялĕнче пухăнса пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене тата та çирĕплетрĕç.

Туслăх уявĕ курма килнисене мĕн чухлĕ савăк кăмăл парнелемерĕ-ши? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем _ С. Никитинпа А. Алексеев, шкул директорĕсем _ В. Чернышовпа К. Васильев, Т. Дорофеева çыравçă, Н. Петрова йĕркелỹçĕ, культура çурчĕн ертỹçисем тата ыттисем сăмах илчĕç. Вырăнти артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Шоу-конкурса икĕ ялтан виçшер илĕртỹллĕ те илемлĕ çамрăк хутшăнчĕ. Вăл хĕрỹ тупăшура иртрĕ. Маттурлăхпа тата ăсталăхпа куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Галина Яковлева _ "Хăюллă пике", Светлана Степанова "Сăпайлă пике", Луиза Васильева _ "Пултаруллă пике", Марина Кузьмина "Чăнкă пике", Ирина Димитриева вице пике, Ирина Лякова "Арапуç пики" номинацисене тивĕçрĕç.

Малалла спорт вăййисем пулчĕç. Волейболла тата теннисла вылярĕç. Пĕринче хуçасем, тепринче хăнасем ăстарах пулчĕç. Катаран каç килсен Арапуçсем çула тухрĕç.

О. Хомуткина.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика