АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ Чăваш театрĕн кунĕ

22 августа 2017 г.

2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейри чи аслă наци театрĕсенчен пĕри, чăваш историйĕн легенди, К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çулхи юбилейне палăртать.

Çакна халалласа мероприятисен планне тунă. Вĕсенчен пĕри _ Ф. Павлов пьеси тăрăх лартнă "Ялта" драмăна республикăри район центрĕсенче иртекен Чăваш театрĕн кунĕсенче кăтартасси.

Августăн 29-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра "Ялта" драмăна Патăрьелĕнчи централизациленĕ клубра курма пулать. Уяв пуçланиччен ентешсемпе тата "Ялта" драмăна калăплакансемпе тĕлпулу иртет. Спектакле театрти пур артист та хутшăнать. Вĕсен хушшинче Чăваш тата Раççей театрĕн легенди, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Чăваш Республикин халăх артисчĕсем Геннадий Медведевпа Валентина Ситова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Валерий Карповпа Николай Сергеев тата ыттисем.

Спектаклĕн режиссерĕ тата илемлĕх ертỹçи _ СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Куракансене юратнă актерсемпе тĕл пулма тата "Ялта" спектакле пăхма йыхравлаççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика