АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таварĕсем пахалăхлă, сутуçисем кăмăллă

22 августа 2017 г.

Патăрьел райпо системин кирек хăш лавккине кĕрсен те тавар çителĕклех халĕ. Кĕрпи-лапши, эрехĕ-сăри, çăкăрĕ-булки сентре тулли. Строительствăра усă курмалли цемент, пăта... таранчченех пур. Вăрман енчи суту-илỹ точкисенче вырăн таврашĕ е кĕпе-тумтир çĕлемелли пусми те тĕрки-тĕркипех. Ытларахăшне тавар туянакан ыйтнине кура кỹрсе килеççĕ. Ялсенчи лавккасем вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлеççĕ.

Сире мĕнлерех конфет кирлĕччĕ: çемçереххи, мăйăрпа хутăшли, е чей ĕçнĕ чухне çăварта ытларах тытăнса тăраканни?_ тавар туянакан патне пырса кăмăллăн сăмах хушрĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккари М. Мешкова. _ "Аккондран" тỹрремĕнех тиесе килнĕрен вĕсем çине хушма хак питех те сахал хурăнать пирĕн. Таварсем тин кăларнăскерсем тата.

Конфетсен ассортименчĕ çеç 50-60 тĕрлĕ. Кирек хăшне туян чăнах та.

Виççĕн ĕçлеççĕ лавккара. А. Матвеевăпа Н. Захаровăн ĕç стажĕ сахалрах. Мария Михайловна вара шут шăрçисене 34 çул каяллах шутарма пуçланă. Ĕç ăсталăхне С. Линчихинăпа Т. Чебоксаровăран илсе юлнă. Унтанпа хăй те темиçе суту-илỹ ĕçченне ĕç практики панă ĕнтĕ.

Сутуçăсем уйăхсерен 700-800 пиншер тенкĕлĕх тавар сутаççĕ.

_ Çу уйăхĕсенче халăх ытларах апат-çимĕç туянать. Хĕлле промышленность таварĕсене нумайрах илеççĕ,_ тет хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ чăмăр пек помидорсене туянакана виçсе парса Алина Петровна.

Чăнах та сутăнать ĕнтĕ тавар. Ытти çулсенче ку вăхăта помидор-хăяр килсенче те çитĕнсе çитнĕ. Кăçал çук. Тата кăмака хутса çăкăр пĕçерессине мантăмăр. Хатĕррине илме утатпăр. Унпа пĕрлех батон, кĕлентăр, пĕремĕк, чак-чак, краусан... сĕнеççĕ. Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнчен кун сиктерсе турттараççĕ çăнăх продукцине.

Хула пурнăçĕпе пурнатпăр мар-и ха ялта та. Пỹрт хутăнать, шыв кĕрет, юхса тухать. Кĕпе-йĕме машина çăвать. Çакса типĕтмелли хатĕр таранах кунтан туянаççĕ. Лавкка апата хупмасăр, кану кунсемсĕр ĕçлени те кăмăллă. Каçхи ĕçе вĕçленĕ хыççăн та килсе кайма пулать. Шартлама сивĕсенче те чĕрĕ чечек сутни, çуллахи шăрăх çанталăкра пăрлантарнă пылак шыв е тĕрлĕ мороженнăй туянма май пурри кăмăллах.

М. Мешкова ялти халăха алăри пилĕк пỹрнене пĕлнĕ евĕр пĕлет. Камăн çуралнă кунĕ е юбилей, ача яшки, мăшăрланнăранпа 20, 30, 40... çул çитнине витĕр пĕлсе тăрать. Салтака ăсатнă, ят хунă чухне кирлĕ пулакан таварсене маларах кỹртерсе килет. Çамрăксене çулне кура кирлине сĕнет. Аслăраххисене çемçерех е ăшăрах тавар суйлама хушать.

Ялта чылай çын ĕне усрать. Ытлашши продукцине сутать. Ăна пухакансем туяннă сĕтшĕн татăлмалли укçине лавккана парса хăвараççĕ. Çакă та меллĕ. Çавна май кашнийĕ мĕнле те пулин тавар илетех.

Бухгалтерсен курсĕнче вĕреннĕ хыççăн ĕçе пикеннĕ М. Мешкова. Çулсерен ăсталăхне ỹстерсех пынă. Паян никам умĕнче те пуçа пĕкмелли çук унăн. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕçшĕн вара "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн грамоти таранах илнĕ, Хисеп хăми çине кĕнĕ, Раççей шайĕнчи "За безупречную работу" медале тивĕç пулнă.

Шурă халат тăхăннă суту-илỹ ĕçченĕн ĕçĕ чылайăшне ăмсантарать. Анчах вĕсен тавар туянакан кашни çыннăн кăмăлне тупмалла. Çакна пултарать Мария Михайловна.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика