АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи кун канма вăхăт çук

22 августа 2017 г.

Тыр-пула пухса кĕртме юлашки вăхăтра ăшă та хĕвеллĕ кунсем тăраççĕ. Çанталăк лайăххипе усă курса ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, уйрăм хушма хуçалăхсем туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ирхи сывлăм типсенех хирте техника шавĕ кĕрлет.

Районта комбайнсем кĕрхи культурăсен юлашки гектарĕсенче ĕçлеççĕ. Çурхи культурăсен анисем те пушанма пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 3398 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 32,5 центнерпа танлашать. "Исток", "Батыревский", "Малалла", "Красное знамя", "Корма", "Кзыл-Камыш" хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн кăтартăвĕсем пысăкрах.

Хĕле валли выльăх апачĕ янтăласси те районта малалла пырать. Хальхи вăхăта 7520 тонна утă, сенаж _ 21250, 3500 тонна силос хатĕрленĕ.

Кĕрхи культурăсене акмалли вăхăт та çитрĕ, çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пикенсех палăртнă лаптăксене сухалаççĕ. Ку ĕçе 2667 гектар пурнăçланă, çĕртме 565 гектар тунă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика