АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел ентешлĕхĕ _ çĕнтерỹçĕ

22 августа 2017 г.

Шупашкар хули кунне халалланă районсен ентешлĕхĕсем хушшинчи йăлана кĕнĕ спорт уявне "Энергия" стадионта пĕтĕмлетнĕ. 15-мĕш хут иртнĕ ăмăртусен çĕнтерỹçисене чыслама Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Л. Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Н. Владимиров, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ А. Ладыков, республикăри ентешлĕхсен канашĕн председателĕ Ю. Зорин хутшăннă.

"Туслăх кубокĕ" ятпа иртнĕ спорт мероприятийĕсем çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен тăсăлнă. Программăра мини-футбол, волейбол, вĕрен туртасси пулнă. Пирĕн район ентешлĕхĕн команди волейболла выляссипе иккĕмĕш, мини-футболпа вара пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Патăрьел район ентешлĕхĕ "Туслăх кубокĕ" ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи ятне тата спорт хатĕрĕсем туянма çĕр пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, ентешлĕхе Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов ертсе пырать. Владимир Михайлович Каншелĕнче çуралнă, ачалăхĕ Анат Чакă ялĕнче иртнĕ.

А. Иванов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика