АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пултарулăх бульварĕ" пурне те килĕшнĕ

22 августа 2017 г.

"Пултарулăх бульварĕ" арт-проекта Шупашкарта пурăнакансенчен нумайăшĕ питĕ килĕштерет. Вăл хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.

Ку арт-проекта хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарас тата мĕн те пулин çĕннине вĕренес текенсем валли йĕркелеççĕ. Кăçал акă Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче пĕр харăсах 70 ытла интерактивлă площадка ĕçленĕ. Вĕсенче кашни çынах хăйĕншĕн кăсăклине тупма пултарнă, пĕрисем чĕрĕ юрă-кĕвĕ итлесе киленнĕ, теприсем ташăсемпе театр курăнăвăсене пăхса савăннă. Кăмăл пуррисем пĕрлех ташланă та, юрланă та.

Спортпа туслисем теннисла, футболла, баскетболла вылянă, скалодром çине хăпаракансем те пулнă. Ачасем тетте тума вĕрентекен ăсталăх класĕсене, конкурссене хутшăннă. ЧПУ студенчĕсем "Студентсен çуркуннин" чи лайăх номерĕсене кăтартнă, КВН команди шỹтсемпе кăмăла çĕкленĕ.

Арт-проектра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулса курнă, площадкăсен ĕçĕпе паллашнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика