АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă кунпа сана, Шупашкар!

22 августа 2017 г.

Юратнă хуламăр Шупашкар хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне уявларĕ. Кăçал вăл 548 çул тултарчĕ. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вырсарникун иртнĕ, апла пулин те, унтан чылай маларахах та Хула кунне халалланă ĕçсем пурнăçланнă: ача сачĕсем уçăлнă,спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ тата ытти те.

Хĕрлĕ тỹремре "Раççей тĕрĕкĕсем" Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ уçăлнă.Унта çĕршыври тĕрлĕ регионта пурăнакан тĕрĕк йăхташсен пултарулăх коллективĕсем хутшăннă.

Çавăн пекех тĕп хулари Чăваш тĕррин музейĕнче "Тĕрĕк халăхăсен Раççейĕн нумай культура хутлăхĕнчи йăла-йĕрке культури" ятпа "çавра сĕтел" иртнĕ. Ун ĕçне хăнасем те, пирĕн ăсчахсем те хутшăннă.

Фестивале килсе çитнĕ тус-тăвансен гала-концерчĕ иртнĕ. Уйрăмах палăрнисем наградăсене те тивĕçнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă, Шупашкар çыннисене пултаруллă ĕçĕшĕн, тăван çĕре юратнăшăн тата ăна чунтан парăннăшăн тав тунă.

"Браво" ушкăнăн концерчĕ хула çыннисемпе унăн хăнисен кăмăлне тата та çĕкленĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика