АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста ĕçĕнче _ илемлĕх тĕнчи

25 августа 2017 г.

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕнче районти централизациленĕ клуб системин фойинче "Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ" обществăлла организацийĕ тата вырăнти уйрăмĕ наци тата культура йăли-йĕркине сыхласа хăварса вĕсене амăшĕсенчен хĕрĕсене, ашшĕсенчен ывăлĕсене парас тĕллевпе йĕркеленĕ куçса çỹрекен выставка ĕçе пикенчĕ. Унта районти ял тăрăхĕсенчи ăстасен ĕçĕсем пулчĕç.

Юхма ен халăхĕ ĕçчен. Мĕн кăна тума пĕлмест вăл. Çемье династийĕн ĕçĕсем ăруран-ăрăва малалла куçса пыраççĕ. Çаксем çамрăксене асатте-асанне йăли-йĕркине тытса пыма та май параççĕ. Акă, Сăкăтри Ф. Артамоновах илер. Федор Александрович унчченхи вырмана (çурлапа тырă вырса çăкăр пĕçерсе кăларни таранчченех), нимене (вăрман касса пура пуралани), улах ларнине... сăнарланă.

_ Механизаторта ĕçленĕ эпĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан алă ĕçне пикентĕм. Вĕсемпе куравсене хутшăнатăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май ирттернинче Шупашкарта пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăм. Килĕшет. Хавхаланса ĕçлетĕп,_ тет Ф. Артамонов. _ Кунта алă ĕçĕн пĕр пайĕ çеç. Ытти ял библиотекинче упранать.

Туçа ял тăрăхĕнчи Г. Мулюковăпа А. Глинкина пирки ырă сăмах нумай каламалла. Вĕсен чăваш тумне тăхăнтартнă чипер пикисене ют çĕршыв делегацийĕ таранах сувенир вырăнне илсе каять. Вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ мăй çаккисем лавккаринчен пĕртте кая мар. Ишлĕри В. Носкова, З. Юркина, М. Кабаева, Треньелĕнчи Н. Никитина та çак "чирпех" чирленĕ.

Первомайски ял тăрăхĕнчен тăратнă вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ тĕрĕсем Хура тинĕс хĕррине "канма" та илсе çитереççĕ. Çут çанталăк пейзажĕсем илĕртỹллĕ те хитре. Тăрăн ял тăрăхĕнчи З. Цветкова, Треньелĕнчи Л. Федорова тата ыттисем пирки те çакнах каламалла.

Пикшик ял тăрăхĕнче М. Селиванова педагог ветеран та тĕрре маçтăр-мĕн. Кзыл Чишмари Ф. Габидуллова вырăн таврашĕсене лап вырттарса тĕрлесе хатĕрлет. Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Тюлинăпа Н. Раськинăна та палăртмасăр хăварма çук. Надежда Васильевна тĕслĕ хутран темле савăт та типтерлĕ кăларать.

М. Шакиров ỹнерçĕ картинисем те пур выставкăра. Тутар Сăкăтсем çыхнă чешкисемпе косынкăсене тăратнă. Шăнкăртамсен шкулта вĕренекенсен ĕçĕсем пур тата ытти те.

Выставкăна Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, район 90 çул тултарнине тата Чăваш Енти хĕрарăмсен пĕрремĕш съезчĕ пулнăранпа 90 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Çавна май республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ М. Аниченкова сăмах илчĕ: "Пирĕн хĕрарăмсем мĕн кăна ĕçлемеççĕ: ертсе пыраççĕ, çурт çĕклеççĕ, апат хатĕрлеççĕ, ача-пăча çуратса ỹстереççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ... тата алă ĕçĕ тăваççĕ".

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С. Чернова та çак проекта ырланине, ырă йăла-йĕркене манăçа хăвармасăр ăруран-ăрăва куçарса пынине палăртрĕ.

Чи-чи хастаррисем Раççейри хĕрарăмсен канашĕн, Чăваш Енри обществăлла организацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Выставкăна хутшăннисем тав хучĕсене илчĕç.

Уява Чăваш патшалăх академи симфони капеллин артисчĕсем малалла тăсрĕç. А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика