АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана çуратма çеç мар, пăхма та пĕлмелле

25 августа 2017 г.

 Район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн тĕрлĕ статйипе çыхăннă ĕçсене пăхса тухрĕç. Вăл шутра ашшĕ-амăшне пырса тивекенни те, çул çитмен ачасемпе çыхăнни те пур.

Комисси ларăвне хутшăннă май, мана ытларах акă мĕн шухăша ячĕ. Район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕсем çырнă 17 протоколтан 12-шĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене кирлĕ пек пăхманнипе, тивĕçлĕ воспитани паманнипе çыхăннă. Пепкисене чун панă яваплă çынсем хăйсен тивĕçне манса кайса ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, çемьере усал сăмахсемпе харкашаççĕ, çапăçаççĕ... Çакăн пек лару-тăрура ача мĕнле аталантăр-ха? Ун пек чухне унăн, паллах, пушă вăхăчĕ те пайтах, тĕрĕслев çук чухне хура ĕç еннелле туртăнма та ансат. Ирĕксĕрех ача чикарккă мăкăрлантарма, эрех-сăра ĕçме, кирлĕ пулсан ют япалана вăрлама е тата ытти усал ĕç тума та хăнăхать. Акă, комисси ларăвĕнче ура çине тăратнă çул çитмен пĕр çамрăк ку таранччен усал ĕç тунăшăн ПДНра шутра тăнă-ха. Аслă класра вĕренекен каччă хăйĕн "амнистийĕ" тухичченех тепĕр преступлени тунă, водитель прависĕрех çывăх тăванĕн автомашинипе тухса кайнă. Юрать-ха нимĕнле инкек те сиксе тухман. Тепĕр çемьере вара пилĕк ача çитĕнет. Пĕринчен тепри пĕчĕк. Анчах вĕсене ăнăçлă çитĕнме ашшĕ-амăшĕн воспитанийĕ çитмест. Çемье пуçлăхĕ яланах ỹсĕр, ĕçсессĕн ахăрашма, кăшкăрашма кăмăллать. Ачисене тĕрĕс воспитани илме услови те çук.

Тĕрлĕрен сăлтавпа комисси ларăвне чĕннисене пурне те саккунпа килĕшỹллĕн айăпларĕç. Чылайăшне штраф тỹлеттерчĕç, хăшĕ-пĕрисене асăрхаттарчĕç. Çакă, паллах, йăнăша тỹрлетмелли сăлтав та пулмасса пултарать. Малашне çемьери килĕшỹ, ăнăçу, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасси, ачасене тĕрĕс çул çине кăларасси кашни çынран хăйĕнчен çеç килет.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика