АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

25 августа 2017 г.

1925 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчи ВЦИК постановленийĕпе Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен Чăваш Республикине Улатăр хулине, Улатăр уесĕнчи Улатăр, Кувакино тата Пёрачкав вулăсĕсене панё.  Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче тепĕр постановлени йышăннё. ВЦИК-ăн ку постановленийĕ тăрăх Чăваш Республикин территорийĕ  1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшчен пулнă пекех юлать.

Çапла, мĕнле йывăрпа пулсан та, тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе,  çапах та Чăваш Автономи облаçĕ вырăнне  ытти республикăсемпе пĕр тан праваллă Чăваш Совет Социализмла Республикине йĕркелесе яраççĕ. Республикăра унчченхи  облаçри 3 уес вырăнне  61 вулăслă 5 уес пулса тăнă: Улатăр (пысăкланнă 3 вулăс), Патăръел (12 вулăс),  +ĕрп\ (13 вулăс), Шупашкар (14 вулăс), Етĕрне (19 вулăс).

Чăваш АССР Совечĕсен I съезчĕ 1926 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче иртет. Съезд Чăваш АССР-ĕнчи влаçăн тĕп органне  - Чăваш АССР  Тĕпĕçтăвкомне  - ЦИК-не çирĕплетет, Чăваш АССР Конституцине йышăнать.  Чăваш ЦИК-ĕн  председательне унччен облĕçтăвком председателĕнче ĕçлекен Иван Илларионович Илларионова суйлать. 

 1924 çулхи кĕркунне, Чăваш Республики тăвас тесе ĕç тытăнсанах ёна вĕренме яраççĕ. 1929 çулта институт пĕтерсен  чăваш çĕршывне урăх ĕçлеме таврăнаймасть вара вăл. Чулхулари университетра, каярахпа пединститутра политэкономи доценчĕ пулса ĕçлет.

  Районсем çине куçас

ĕç пуçланать

 Ыйтăва вара ВКП(б) çеç тĕппипе татса парать. Хăйĕн 1927 çулхи нарăс уйăхĕнче пулса иртнĕ съездĕнче вăл «…в течение предстоящего пятилетия  окончить районирование всей страны…» - тесе кăтарту йышăнать.

Çав çулхи  пуш уйăхĕнче иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Совечĕсен II - съезчĕ: «В целях сокращения, удешевления и приближения госаппарата к трудящимся, признать необходимым упразднить уезды и волости, установить трехзвенную систему управления (сельсоветы, кантонные исполкомы и республиканские органы)» - тесе йышăнать. Тивĕçлĕ органсем çак ыйтăва тĕрлĕ енчен пăхса тухса республикăри 5 уесри 53 вулăс вырăнне 17 район йĕркелемелли проект туса хатĕрлеççĕ.

1927 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш ЦИК-ĕн тата СНК-ан пĕрлехи ларăвĕнче «О районировании  Чувашской АССР» постановленине çирĕплетеççĕ, ăна ВЦИК-а тăратма йышăнаççĕ. ВЦИК çак проекта пăхса тухса ырлать, анчах  «кантон» ята халăхшăн ăнланмалларах «район» ятпа ылмаштарма сĕнет. Çак проекта çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Администраци  комиссийĕ çирĕплетет, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ  «О районировании Чувашской Автономной Советской Социалистической  Республики» ятлă постановлени йышăнать. Çак постановлени тăрăх уессемпе вулăссене пĕтерсе республикăра 17 район  йĕркелемелле пулнă.  Халиччен Аслă Патăръел  уесне кĕнĕ территоринче  Аслă Патăръел, Кĕçĕн Елчĕк, Йĕпреç тата Шăмăршă районĕсене тума  пăхнă.

ВЦИК  Президиумĕн  авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнчи  «О выборах на районные съезды советов и о числе  членов районных исполнительных комитетов в Чувашской АССР» постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш АССР ЦИК-ĕпе Халăх  Комиссарĕсен Совечĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче районсем çине куçас ыйтупа пĕрлехи юлашки  «О переходе на новое административное  деление Чувашской АССР» тата «Об укрупнении  сельских Советов в Чувашской АССР» постановленийĕсене йышăнаççĕ.

 Патăръел районĕ

йĕркеленни

 ЦИК Патăръел  районĕ тăрăх йĕркелÿ комиссине çак çынсене кĕртет:

Андреев Петр Андреевич – РКП(б) уесри комитечĕн секретарĕ  – комисси председателĕ;

Титов Н.Т. – уесри финанс пай пуçлăхĕн çумĕ;

Иванов Федор Иванович – уесри вырăнти хуçалăх пай пуçлăхĕ.

Анчах та часах Андреев вырăнне комисси председателĕ пулма Муллин Александр Васильевича, Шăмăршă районĕнчи Патирек ял çыннине çирĕплетеççĕ. Андреев вара Патăръел районĕнче парти райкомĕн секретарĕнчех ĕçлеме тытăнать. Районсенчи ял Советсене пысăклатасси пирки те тĕрлĕ вариант пулнă. Ку вăхăта Аслă Патăръел район  территоринче 77 ял Совечĕ шутланнă. Малтанласа вырăнти органсем чылайăшне пĕрлештерсе 44 ял Совечĕ хăварма шутланă. Анчах та Чăваш ЦИК-ĕ çумĕнчи Администраци комиссийĕ хăйĕн 1927 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ ларăвĕнче Аслă Патăръел районĕнче 55 ял Совечĕ хăварма йышăнать.

Çапла  вара пуçласа Аслă Патăръел районĕнчи 55 ял Советĕнчи 92 ял, пурĕ 62447 çын шутланнă. Вăл республикăри пысăк районсенчен пĕри пулнă.

Çĕнĕрен йĕркеленĕ 17 районтан чăн  пысăкки  Канаш районĕ пулнă. Унти 68 ял советĕнче 134 ял, 82844  çын шутланнă. Чи пĕчĕк район Шăмăршă районĕ, унта  пурĕ те 20 ял советĕнче 28 ял, 19870 çын шутланнă.

 Çĕнĕрен йĕркеленĕ ытти районсенчи пекех Аслă Патăръел  районĕнчи Советсен I-мĕш съезчĕ 1927 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн  1-мĕшĕнче иртет.

 Республика Горький

крайĕнче

Республикăра çĕнĕ районсем йĕркеленĕ тапхăр пĕтĕм çĕршывĕпе экономика лайăх  аталаннă  пысăк районсем йĕркеленĕ тапхăрпа пĕрле пулса иртнĕ. Экономикăлла районсем йĕркелессин тĕп тĕллевĕ - экономика енчен кая юлса пыраканнисене экономика аталаннă районсем шутне кĕртсе  унти экономикăна, уйрăммăнах промышленноçа  аталанма пулăшасси пулнă.

Çав районсенчен пĕри Чулхула  (Нижний Новгород) районĕ пулнă. 1929 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чулхула кĕпĕрнине Чулхула (Нижегородская) облаçĕ туса хураççĕ. Çав çулах пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Чăваш АССР Совечĕсен 3-мĕш съезчĕ Чулхула облаçне кĕме йышăну кăларать. Ака уйăхĕн  22-мĕшĕнче СССР ВЦИК Президиумĕ çак  йышăнăва ырласа çирĕплетет. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чулхула облаçне Чулхула крайĕ  статуса куçарать. 1932 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче  Чулхула ятне ылмаштарса Горький хули ят парать, Чулхула крайне Горький крайĕ туса хурать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика