АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕшĕн камăн тăрăшмалла?

25 августа 2017 г.

 Анат Тăрмăшĕнчи Туслăх урамĕпе Турхана кайма тỹр тиврĕ. Çăмăл машинăпа майĕпен çеç пынă май çул айккипе тасалăх, тирпейлĕх хуçаланни тỹрех сисĕнчĕ. Кунта пурăнакансем çут çанталăка илем кỹрессипе тăрăшса ĕçленишĕн савăнтăм, хамăр вĕсем

Ахальтен мар ĕнтĕ вăл "Чи хăтлă урам" ята çĕнсе илме пултарнă. Районти 56 ял хушшинче çакăн пек чыса тивĕçни кунти халăх паянхи пурнăçпа пĕр тан утма тăрăшнине çирĕплетет.

Шел пулин те, районта тирпейлĕх, хăтлăх темипе ирттерекен конкурса пурте хутшăнмаççĕ. Акă, Алманчă, Пикшик, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Турхан, Туçа ял тăрăхĕсене "хура" списока кĕртме пулать. Ял тăрăх пуçлăхĕсем çак тапхăрта выльăхсене валли утă, сенаж е силос хатĕрленĕ-ши?

Çак ертỹçĕсен конкурс пуласси пирки пĕлсенех çанă тавăрса вăй хума пуçăнмалла пулнă, мĕншĕн тесен ял культурине çĕнетессипе вĕсен тăрăшмалла. Нивушлĕ депутатсемпе, старостăсемпе, культура ĕçченĕсемпе пĕрле пĕр яла та пулин хатĕрлеме май тупайман? Ял хуçалăх предприятийĕсен "тилхепине" тытакансем тыр-пул пухса кĕртессине вĕсем пек татса парсан эпир çăкăр та çиейместĕмĕрччĕ вĕт! Председательсен паян ыйхи те çук. Ирхине вăрансанах пĕлĕтелле пăхаççĕ, каç çитсен телевизорпа е радиопа çанталăк мĕнле пулассине итлеççĕ, акнă-лартнă культурăсене тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

В. Михайлов, ĕç ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика